Мускавра ыран "Хӗрлӗ тӳрем" ятпа кӗнеке фестивалӗ уҫӑлать

Ку вӑл ҫӗршыври ҫакнашкал чи пысӑ форум. Унта ҫулсерен Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнать. Кӑҫал пӗрлешӳ 150 ытла тӗрлӗ кӑларӑмпа паллаштарӗ.

"Хӗрлӗ тӳрем" - ҫӗршыври тӗп литература пулӑмӗ. Курав лаптӑкӗсем Истори музейӗнчен пуҫланса Василий Блаженный храмӗ таранах йышӑнаҫҫӗ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале ҫӗршыври 400 яхӑн издательство хутшӑнмалла. Вӑл шутра Чӑваш Енри кӗнеке кӑларакансем те. Шупашартан ҫӗршыв тӗп хулине чӑваш классикӗсемпе хальхи ҫыравҫӑсен произведенийӗсене, ӑслӑлӑх литературине, ача-пӑча кӑларӑмӗсене тата ыттине те илсе каяҫҫӗ. 

Фестиваль программи пуян: ҫыравҫӑсемпе тӗл пулусем, ӑсталӑх сехечӗсем. Ҫавӑн пекех кӗнеке издательствисен ӗҫне тӗрлӗ номинацире хаклаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул, сӑмахран, Геннадий Иванов-Орковӑн "Золотая игла Марии Симаковой" кӑларӑм лауреат дипломне тивӗҫнӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви куравсене тӑтӑшах хутшӑнать. Нумаях пулмасть Ӗпхӳри кӗнеке фестивалӗнчен ҫитӗнӳпе таврӑннӑ.

Диана Иванова, Михаил Солин