ВДНХари Чӑваш Ен лаптӑкӗнче регионшӑн пӗлтерӗшлӗ документа сӳтсе яврӗҫ. Ку вӑл 2035-мӗш ҫулччен Шупашкар агломерацийӗн аталану ҫул-йӗрне палӑртакан мастер-план. Ӑна федераци шайӗнче пулас инвесторсем умӗнче презентацилерӗҫ.
Ку плана иртнӗ ҫулах хатӗрлеме пуҫланӑ. Ҫакӑн валли тӗрлӗ организацирен 50 ытла специалиста явӑҫтарнӑ. Аталану ҫул-йӗрӗн ҫӗнӗлӗхӗсем республикӑри 6 муниципалитета пырса тивмелле. Вӗсен шутӗнче тӗп хула, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш тӑрӑхӗсем. Мӗн пур проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 88 миллиард тенкӗпе танлашать. Уйрӑмах химипе электропромышленноҫ, машин тӑвакан, туризм, ҫурт-йӗр хӑпартакан тытӑмсене, пӗчӗк тата вӑтам бизнеса, агропромышленноҫ комплексне, куҫман пурлӑха аталантарма палӑртнӑ. Чӑваш Правительствинче палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар агломерацийӗн мастер-планӗ инвесторсене тӳрех кӑсӑклантарнӑ. Ҫавӑнпа та ҫӗршыв шайӗнчи пӗлтерӗшлӗ утӑма ВДНХра сӳтсе явма шутланӑ. Ӗҫсем кал-кал пырсан регионта хушма 25 пин ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлмалла. IT тытӑмра вара инженерсене хатӗрлеме ҫӗнӗ майсем пулмалла. Проектсем пӗтӗмӗшле экономикӑна вӑйлатма тивӗҫ. Чӑваш Ен экспозицийӗ пирки калас пулсан, строительствӑпа транспорт ведомствисем хыҫҫӑн, спорт тата цифра аталанӑвӗн министерствисем эстафета илчӗҫ. Сӑмахран, кунта регионти масӑллӑ инфораци хатӗрӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан стенд йӗркеленӗ. Куракансем валли мастер-классем хатӗрленӗ. Вӗсем ака уйӑхӗн 12-мӗшчен пырӗҫ.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем хӑйсен вӑйне бокс тата кӗрешӳ енӗпе виртуаллӑ рингра тӗрӗслесе пӑхма пултараҫҫӗ. Куравӑн пӗрремӗш эрнинче, тӗслӗхрен, фиджитал турнирӗ пуҫланчӗ. Спорт министерствин экспозицийӗ ака уйӑхӗн 21-мӗшчен ӗҫлӗ.
Леонид Петров, Андрей Шоклев