Мускавра "Родные - Любимые" ҫемье форумӗ иртет

Ҫапла, ҫӗршывра "Ҫемье ҫулталӑкӗ" вӑй илсе пырать. Форума Чӑваш Енрен пирӗн ӗҫтеш - Николай Семенов режиссер хӑйӗн пысӑк йышӗпе хутшӑнать.

Вӗсем, уйрӑммӑн илсен, "Знатоки Родины" конкурсӑн финалне тухрӗҫ. Семеновсем малтанах куракансемпе хӑнасене Чӑваш Енӗн историйӗпе, паллӑ вырӑнӗсемпе, культурипе, тӑван халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах форумра ҫулталӑкри паллӑ пулӑмсене пахаларӗҫ. Унта хутшӑнакан 250 ытла ҫемьене ҫӗнӗ проектсем тата пуҫарусем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Вӗсен йышӗнче ҫемье конкурсӗсем, культурӑпа вӗренӳ ӗҫ-пуҫӗ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра ҫӗршыв правительствинче ҫемье аталанӑвӗн тӗп документне хатӗрлеҫҫӗ. Унта нумай ачаллисем валли чылай ҫӗнӗлӗх кӗртме палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри - ятарлӑ удостоверени. Ҫакӑ патшалӑхӑн тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхне илме пулӑшмалла. Ҫавӑн пекех форумра ҫурт-йӗр ыйтӑвне, кулленхи пурнӑҫра тӗл пулакан ытти ҫивӗч темӑсене сӳтсе яврӗҫ. Сӑмах май, паян ҫӗршывра 2 миллион та 300 пин ытла нумай ачаллӑ ҫемье шутланать. 10 ҫул каяллахипе танлаштарсан, вӗсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ. 

Леонид Петров