Вӑрмарти Герман Егоров ячӗллӗ шкулта 6-мӗш "а" класра вӗренекен Саша Миронов ҫар историйӗпе кӑсӑкланать, противогазсем пухать тата хӑй тӗллӗн картонран хӗҫ-пӑшал макечӗсене ӑсталать. Куккӑшӗ пирки вара ӑна амӑшӗ нумай каласа кӑтартнӑ, тӗл пулнӑ самантсене тата пӗрле вӑхӑта ирттернисене те лайӑх астӑвать. Александр Лукин ятарлӑ ҫар операцине хӑйӗн ирӗкӗпе тухса кайнӑ. Мотострелоксен взвочӗн командирӗ пулнӑ. Унӑн хушма ячӗ - "Лаки". Вӑл ӑнӑҫуллӑ тенине пӗлтерет. Александр темле йывӑр лару-тӑруран та тухма пӗлнӗ. Ӑна икӗ хут контузи пулнӑ, темиҫе хут амантнӑ, ҫапах та ура ҫине тӑрсан каллех фронта таврӑннӑ. Вӑл ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вилнӗ хыҫҫан ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ.
Саша конкурса хутшӑнса тӑванӗн паттӑрлӑхӗ пирки тата ытларах ҫынна пӗлтерес тенӗ. Унӑн асӑнче вӑл йывӑр самантсенче те хитрелӗхе, лайӑххине курма пӗлекен ҫын пек юлнӑ. Фронтра та ҫут ҫанталӑкпа чӗр чунсене сӑн ӳкерчӗк тума, йытӑ ҫурисене пӑхма юратнӑ. Ҫакӑн пирки Саша ытти салтаксене каласа пама шут тытнӑ та. Йывӑрлӑхра та лайӑххине курма пӗлни пурнӑҫра ҫав тери кирлӗ пулнине тепӗр хут аса илтерсе хавхалантарма шутланӑ.
Маларах Саша "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн регионти уйрӑмӗ йӗркеленӗ конкурса хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Ҫавна май хӑйӗн вӑйне ҫӗршыв шайӗнче тӗрӗслесе пӑхма шутланӑ. Чӑваш Енри шкул ачин историне Мускаври "Ҫӗнтерӳ музейӗнче" илтме пултарнӑ. Унта чи лайӑх 90 автора чысланӑ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем ҫырусем, калавсемпе сӑвӑсем, юрӑсем ҫырнӑ, ӳкерчӗксем тунӑ.
Конкурсра мала тухнӑ ӗҫсем тӑрӑх электронлӑ кӗнеке калӑплаҫҫӗ. Пурӗ 4 ҫул хушшинче "Памяти героев верны" конкурс 12 пин ҫынна пӗрлештернӗ.
Оксана Верликова, Антонина Капитонова, Игорь Ульянов








