Мускавра Иван Яковлева халалланӑ форум иртрӗ

Атӑлҫи халӑхӗсене ҫутта кӑларас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ Иван Яковлев педагог ҫуралнӑранпа 175 ҫул, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ уҫӑлнӑранпа 155 ҫул ҫитнине ҫӗршыв шайӗнче уявлаҫҫӗ. Тӗп хулара Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн еткерӗпе хальхи архивсенче, музейсенче тата библиотекӑсенче ӗҫлемелли меслетсемпе паллаштаракан форум иртрӗ.

Регионсем хушшинчи форума "Манӑн чунӑм сирӗншӗн ҫунатчӗ..." марафон тытӑмӗнче ирттерме палӑртнӑ. Кунта Шупашкартан килнӗ тӗпчевҫӗсемсӗр пуҫне Мускавпа Чӗмпӗрти патшалӑх музей, архив, библиотека ӗҫченӗсем килнӗ. Ҫавра сӗтеле Светлана Каликова культура министрӗ те хутшӑнчӗ, Иван Яковлев хӑварнӑ еткерӗн, чӑваш халӑхне панӑ Халалӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен каларӗ, Раҫҫей патшалӑх истори библиотекине хамӑр халӑхӑн ӑс-хакӑлпа культура пурлӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене парнелерӗ. Юрий Чёрный ӑсчах 2 ҫул каялла Шупашкара килсе кайиччен Иван Яковлев ҫинчен нимӗн те пӗлмен иккен, халӗ тӗттӗм ялта ӳснӗ тӑлӑх ача хӑйӗн халӑхӗшӗн кӑна мар, пӗтӗм Раҫҫейшӗн мӗн таран пысӑк ҫын пулса тӑма пултарни ӑна тӗлӗнтерет, унӑн кун-ҫулне тарӑн тӗпчеме хистет. Ӑслӑлӑх информацийӗн институчӗн ӗҫченӗ Ваганьково масарӗнче Иван Яковлевпа унӑн тӑхӑмӗсен вилтӑприйӗсене шыраса тупса чечек хунӑ. Ку сӑваплӑ вырӑна Мускавра пурӑнакан чӑвашсем ҫуллен кайса пуҫ таяҫҫӗ. Тӗп хулари чӑваш культурин пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Лира Смирнова Вӗрентекенӗмӗре халалласа кӑҫал пӗрремӗш хут ҫӗршыв шайӗнче сӑвӑ вулакансен ӑмӑртӑвне йӗркелесе ирттерни ҫинчен каласа пачӗ. Унта 11 тӑрӑхран 200 ытла ҫынна явӑҫтарма пултарнӑ. Чӑваш Республикинчи Патшалӑх истори архивӗн ӗҫченӗсем Иван Яковлевӑн педагогикӑри еткерӗпе паллаштарчӗҫ. Унти управӑшра Чӗмпӗрти учительсем хатӗрлекен чӑваш шкулӗ ҫинчен калакан 1333 ӗҫ, Ҫутта кӑлараканӑн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ 522 "уйрӑм хаклӑ" теме йышӑннӑ ӗҫ пур иккен, ҫав шутра - "уникаллӑ" тесе палӑртнисем те. 

Иван Яковлевӑн кун-ҫулӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен пирӗн телевидени темиҫе фильм ӳкернӗ, унӑн сӑнарне театр сцени ҫинче те сахал мар кӑтартнӑ. Кун пирки те сӑмах пулчӗ форумра.

Чӑваш Республикин наци библиотекин ӗҫченӗсем Яковлев еткерне электронлӑ майпа мӗнле сарни ҫинчен каласа пачӗҫ. Раҫҫей президенчӗн гранчӗпе хатӗрленӗ "Чӑваш Ен еткерӗн цифра библиотеки" портал хӑтлавӗпе паллашма та кӑсӑклӑ пулчӗ. Вулавӑш сайтне кӗрсен, унта вырнаҫтарнӑ материалсене вулама, итлеме, курма пулать. 

 

Марина Карягина, Святослав Петров