Чӑваш Ен лаптӑкӗ "Раҫҫей" курав-форумра чи илӗртӳллисенчен пӗри пулнӑ. Экспозицинче тӗп вырӑнта 6 метр ҫӳллӗш тухья курӑнса ларнӑ. Ӑна маҫтӑрсем пин те 500 ытла пайран тата ҫутӑ элеменчӗсенчен пухса ӑсталанӑ. Халӗ калӑпӑшлӑ арт-объект "Каскад" суту-илӳ центрӗнчи пӗрремӗш хутра вырӑн тупнӑ. Ҫакӑ ахальтен мар. Ҫитес ҫул Ял хуҫалӑх министертви кунта "Пехет" ятпа наци агромаркечӗ уҫас тӗллевлӗ. Ҫавӑнпа "Тухья" питӗ вырӑнлӑ пулӗ.
Чӑваш Ен экспозицийӗ ытти регионсемпе танах "Раҫҫей" куравра 8 уйӑх ӗҫленӗ. Ҫак хушӑра ӑна улӑштарса, пуянлатсах тӑнӑ. Тухья та ҫӗнӗ вырӑнта нумайлӑха пулӗ, теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.
Пӗтӗмпе ВДНХри куравра 18 миллион ҫын пулнӑ. Чӑваш Ен 4 хут Раҫҫей Президенчӗн администрацийӗн наградисене тивӗҫнӗ. Вӑл шутра "Экспозицийе чи лайӑх сӑнланӑшӑн", "Культура программин чи лайӑх пуҫламӑшӗ" тата "Куравра лайӑх ӗҫленӗшӗн" номинацисенче. Халӑх сасӑлавӗнче вара пирӗн республика 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен экспозицин координаторӗ Артем Чубуков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкара кураври ытти паллӑ арт-объектсене те илсе килӗҫ. Вӑл шутра Иван Яковлев, Василий Чапаев, Улӑп паттӑр сӑнарӗсем, "Пурнӑҫ йывӑҫӗ" чечек клумби тата Чӑваш Енри сумлӑ хӗрарӑмсен аллейи.
Диана Иванова, Андрей Шоклев