Муркаш тӑрӑхӗнчи Ҫатракассинче нумай пулмасть уҫӑлнӑ клубра ҫурхи уяв йӗркелерӗҫ

Халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ программӑпа пӗрлехи вӑйпа культура вучахне чӗртсе тӑратнӑ. Муркаш тӑрӑхӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ клуб уявсенче халӑхпа тулать. 

100 ҫынна йышӑнма пултаракан культура ҫуртӗнче лӑк тулли халӑх. Хальхинче ҫатракассисене ҫурхи уяв пӗрле пуҫтарчӗ. Вырӑнти "Ҫӑлвар" пултарулӑх ушкӑнӗ ҫӗнӗ ҫуртра пӗрремӗш хут концерт лартрӗ. Вырӑсла, чӑвашла юрӑ-кӗвӗ, тӗрлӗ халӑх ташши уяв кӑмӑлне татах та ҫӗклерӗ. Клуб ахаль чухне те пушӑ лармасть. Кӑнтӑрла "кӗмӗл" волонтерсем пӗрле пухӑнса хӳтлӗх каррисем ҫыхаҫҫӗ. Каҫсерен Валерий Васильев ертсе пыракан "Ҫӑлвар" ансамбль, Инна Шарован "Ритм" тата "Веснушки" ташӑ ушкӑнӗсем репетици ирттереҫҫӗ. Ал ӗҫ кружокӗсене, ӑсталӑх урокӗсене ертсе пыракансем кӑмӑл тӑвакансене яланах хапӑл. "Культура вучахӗ ялкӑшнинче - тӑван ял хӑвачӗ, илемӗ, савӑнӑҫӗ, пуласлӑхӗ", - терӗҫ уява пухӑннисем. 

Алиса Александрова