Муркаш тӑрӑхӗнчи аслӑ юмана сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшаҫҫӗ

Чӑваш Енри чи сумлӑ ҫут ҫанталӑк палӑкӗсенчен пӗри - Муркаш тӑрӑхӗнчи ват юман кӑҫал 374 ҫул тултарать. Хӑй кун-ҫулӗнче чылай хура-шур курнӑ йывӑҫа тимлӗх уйӑрсах тӑмалла. Ҫавӑнпа ӑна хӳтӗлес тесе тӗрлӗ ӗҫ тума палӑртнӑ. Республикӑра ҫак вырӑна хӑтлӑх кӳме ятарлӑ проект та хатӗрленӗ. 

Вырӑнти волонтерсем юман таврашне хӑтлӑх кӳме хатӗрлеҫҫӗ - кивӗ ҫулҫӑсенчен, ӑпӑр-тапӑртан тасатаҫҫӗ. Шел пулин те ҫак йывӑҫ пирки пӗлекенсем нумай пулни унӑн сывлӑхне япӑх витӗм кӳрет. 2023-мӗш ҫулта вӑл "Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ" конкурсра ҫӗнтерсе хӑйӗн ятне тата анлӑрах сарнӑ. 

 Анчах та ватӑскерне кашниех упрама пӗлмест. Таврара купи-купипе ҫӳп-ҫап, вуллин хушӑкӗсене ӗмӗчӗсене палӑртнӑ пӗчӗк ҫырусем хӑвараҫҫӗ. Ҫакӑ вара юмана тӗп тума та пултарать. Йӗри-тавра ҫӗре таптаса такӑрлатнипе йывӑҫ тымарӗсем ҫиеле тухнӑ. Ҫавӑнпа та пӗлтӗр Ҫут ҫанталӑк министерстви "Трансэнергопром" компанисен ушкӑнӗпе пӗрле проект хаклавне ирттернӗ. Меценатсем ку вырӑна хӑтлӑх кӳме 2 миллион тенкӗ таран хывнӑ. Ырӑ ӗҫе кашни кӑмӑл тӑвакан хутшӑнма пултарать. Вырӑнти халӑх та юмана республика шайӗнче тимлӗх уйӑрнӑшӑн хӗпӗртенӗ. 

2 ҫул каялла ҫут ҫанталӑк палӑкне Мускаври специалистсем тӗрӗсленӗ, вӑл хӑйне аван туйнине ҫирӗплетнӗ. 3 ӗмӗр тӗрӗс-тӗкел пурӑннӑ йывӑҫ. Аҫа ҫапни те питех аптратайман ӑна. Чӑваш Ен - юмансемшӗн лайӑх вырӑн, ҫавӑнпа вӗсем кунта пин ҫул таран та ларма пултараҫҫӗ. Хӑтлӑх кӳрес ӗҫсем пуҫланнӑ кӑна-ха. Тымарӗсене ҫирӗплетме тавралла тӗрлӗ ӳсен-тӑран акнӑ. Пурте пӗрле тӑрӑшсан мӗн палӑртни пулатех. Ҫавӑнпа та регионти ытти предприятисем те, республикӑра пурӑнакансем те туризм объектне тата та илӗртӳллӗрех тӑвас ӗҫе хутшӑнасса шанаҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Вадим Владимиров