Пурӗ Муркаш тӑрӑхӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене пулӑшма 27 пункт йӗркеленӗ. Пархатарлӑ ӗҫе 400 яхӑн волонтер тӳпе хывать. Икӗ ялта хӳтлӗх каррисен никӗсне хатӗрлеҫҫӗ. 300 ытла ҫын кулленех сетка ҫыхма ҫӳрет. Хӗрарӑмсем хӳтӗлевҫӗсене тӗрев парса тӑрасси тылри кашни ҫын тивӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Фронта пулӑшу ярасси 2022-мӗш ҫулти кӗркунне Ярапайкасси территори уйрӑмӗнчен пуҫланнӑ. Ун чухне хастарсем "Хамӑр ял" паллӑллӑ хулӑн кофтӑсем ҫӗлеме тытӑннӑ. Мӑнсӗнтӗрсем вара ку тӑрӑхра чи малтан хӳтлӗх карри ҫыхма пуҫланисем. Паян та округра хавхалану чакман. Салтаксене тӑшман куҫӗнчен хӳтӗлекен тумсем, утиялсем ҫӗлеҫҫӗ, окопра усӑ курмалли ҫуртасем тӑваҫҫӗ, хӗлле чӑлха-нуски, алса ҫыхаҫҫӗ, фронта пахча-ҫимӗҫ, ытти апат ӑсатаҫҫӗ. Салтаксенчен килнӗ заявкӑпа тӗрлӗ тавар туянаҫҫӗ.Тӗпрен илсен ҫи-пуҫран пуҫласа машинсем таранах инҫе ҫула тухать. Хорнуйсем 2023-мӗш ҫултанпа хӳтлӗх карри ҫыхаҫҫӗ. Паянхи куна сетка шучӗ пине ҫитнӗ. 22 ҫын таран пулӑшу пунктне тухать.
Вырӑнти ушкӑн "Муркашсем Ҫӗнтерӳшӗн" ят илнӗ. Волонтерсем пӗрлехи ӗҫ ырӑ ҫынсемпе паллашма май панине, ҫамрӑк чух туслӑ пулнисемпе ҫӗнӗрен ҫыхӑну ҫирӗплетме пулӑшнине калаҫҫӗ. Ӑшӑ тӗлпулу та усӑ кӳрессе шанаҫҫӗ.
Алла Салаева Муркаш тӑрӑхӗнчи волонтерсем кулленхи ӗҫ, ҫемьери, кил-хуҫалӑхри яваплӑхне кура мар хамӑрӑннисене пулӑшма тӑрӑшнине пысӑк хак пачӗ. Ырӑ чӗреллӗ, ӑшӑ чунлӑ хастарсене Тав хучӗсемпе чысларӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов








