Ҫичӗ яла пӗрлештерекен масар ҫинче лартма шутланӑ часовньӑна Муркаш округӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, Муркаш тӑрӑхӗн Хисеплӗ гражданинӗ Павел Вязов икӗ ҫул каялла ҫӗклеме пуҫланӑ. Ҫеменкасси, Сентимер, Пиккикасси, Вӑрманкас, Пӑсӑрман, Патаккасси, Атапай ялӗсенче пурӑнакансем вӑл уҫӑлас куна тахҫантанпа кӗтнӗ, ырӑ хыпара илтсе инҫетре пурӑнакансем те Питрав уявне ҫитнӗ.
Ҫавӑнпа Павел Николаевич юнашарах виткӗҫ витсех, купол лартсах хӳтӗ вырӑнта пӗрле пухӑнса тӑванла калаҫса ларма май пултӑр тенӗ. Ҫак сӑваплӑ шухӑшпа пурӑнма пуҫланӑ ҫын Орининра ачасем валли вырсарни шкулӗ те уҫнӑ. Унта ҫӳрекенсем уявра юрӑсем юрласа, сӑвӑ каласа савӑнтарчӗҫ.
Орининри чиркӳ настоятелӗ Иннокентий православи тӗнӗн йӗркипе тасату йӑлине туса ирттерчӗ, пуҫтарӑннисене Турӑ шывӗпе сирпӗтсе пехил пачӗ. Ял ҫыннисем пысӑк чӗреллӗ ентешӗн пархатарлӑ ӗҫне хапӑлласа йышӑнни куҫкӗрет: темиҫе хутчен харӑссӑн "тавтапуҫ" тесе, алӑ ҫупса тав турӗҫ.
Пиртен ӗмӗрлӗх уйрӑлса кайнисене асӑнма сӗтел хушшине лариччен чӑвашла кӗлӗ вуларӗҫ.
Муркаш округӗнчи депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Александр Давыдов ентешӗсемпе пӗр кӑмӑллӑ пулса ҫак кӗлӗ ҫурчӗ чунпа тасалма, ырӑ шухӑшпа пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшакан, ваттисене хисеплеме хӑнӑхтаракан вырӑн пуласси пирки каларӗ.
Павел Вязов пӗр пуҫарнӑ ырӑ ӗҫне малалла тӑсасшӑн. Кунта вӑл ҫывӑх вӑхӑтрах тротуар сарасшӑн, машина лартмалли ятарлӑ вырӑн туса карта тытасшӑн.
Марина Карягина, Иван Макеев








