Муркаш тӑрӑхӗнче ача-пӑча сатикӗ тӑваҫҫӗ

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Муркаш тӑрӑхӗнче пулнӑ май социаллӑ объектсен строительствипе кӑсӑкланчӗ тата ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. 

Йышӑнӑва 4 ҫын килнӗ. Николайпа Валентина Михайловсен ывӑлӗ - Владимир 2012-мӗш ҫулта пурнӑҫне ҫарпа ҫыхӑнтарнӑ. Хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартса, чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан та малтисен ретӗнче пулнӑ. Шел пулин те, 2022-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗнче хӗрӳ ҫапӑҫура ефрейторӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Салтака тӑван тӑрӑха халӗ те илсе килсе пытарайман, тивӗҫнӗ наградине те ашшӗ-амӑшӗ патне ҫитермен. 

Алла Салаева ку ыйтупа ҫӗршыв хӳтӗлев министерствине тата салтакӑн чаҫне ҫырупа тухса, мӗн пултарнӑ таран пулӑшма шантарчӗ. Кристина Калининӑна вара Нискасси ялӗнчи ача сачӗпе шкула юсасси пӑшӑрхантарать. 

Алла Салаева объектсене тӗплӗ юсав программине кӗртме проектпа смета докуменчӗсем хатӗрлемеллине тата шкула ҫӳрекен ачасен шучӗ ҫителӗклӗ пулмаллине палӑртрӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ 380 ачана йышӑнма пултарать пулин те, халӗ унта 102 вӗренекен ҫеҫ. Округ администрацийӗ ҫавӑнпа сатике шкула куҫарас ыйтӑва хускатнӑ. 

Москакасси ялӗнче пурӑнакансемшӗн вара 160 вырӑнлӑ ҫӗнӗ ача сачӗ хӑпартни чӑн-чӑн парне пулӗ. Тинех вӗсем хӑйсен шӑпӑрланӗсене хӑтлӑ, пысӑк, хальхи вӑхӑта тивӗҫтерекен учреждение ярӗҫ. Ӑна тума республика хыснинчен 220 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Объектра 40 ытла ҫын вӑй хурать. Ҫӗнӗ садике ачасем ҫитес вӗренӳ ҫулӗнчен ҫӳреме пуҫламалла. 

2 хутлӑ сатикре столовӑй, акт тата спорт залӗсем, сывлӑх енчен хавшак ачасем валли лифт пулӗ. Тулта вара вӑйӑ лаптӑксем йӗркелӗҫ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ялсенче ҫӗнӗ объектсем хута яни ҫамрӑксене тӑван тӑрӑхра тӗпленме пулӑшнине каларӗ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин