Муркаш районӗнчи Амаксар утравӗ ҫинче археологсем тӗпчев тӑваҫҫӗ

Пин ҫул каяллахи несӗлсен сӑваплӑ вырӑнӗ ҫулран-ҫул ытларах та ытларах тӗпчевҫе кӑсӑклантарать. Муркаш районӗнчи Амаксар утравӗ ҫинче Чӑваш тата Мари республикисенчи археологсем 2-мӗш ҫул анлӑ шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. 

Амату патне ҫывхарса пынӑ май утрав куҫ умӗнчех сарӑлса, мӑнаҫланса пырать. Ҫав вӑхӑтрах, унӑн хӗвел анӑҫ енне Атӑл шывӗ кашни кунах ҫисе пыни курӑнать. Юхса анакан хӑйӑрпа пӗрле ҫыран хӗрринчи йывӑҫсем те тӑтӑшах шыва кайса пыраҫҫӗ. Шӑп ҫак тӗлте чылай ӗмӗр чӑвашсен авалхи киремет йывӑҫҫисем ларнӑ. Вӗсем Шупашкар ГЭСне тунӑ хыҫҫӑн пӗрин хыҫҫӑн тепри шыв айне пулнӑ. Вӗсемпе пӗрлех ку вырӑнти ӗлӗкхи вил тӑприсем те юхса кайнӑ. Юлашки 30-40 ҫул кунта ҫӳрекенсем авалхи чӑвашсен йӑлипе ваттисене асӑнмашкӑн ҫак хыр йывӑҫӗ патне килеҫҫӗ.

Алексей Енейкин, Димитрий Макаров