Мухтавлӑ ентешӗмӗр ӗмӗрех халӑх асӗнче пулӗ

Икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ, авиаци генерал-майорӗ Андриян Николаев пиртен уйрӑлса кайнӑранпа 16 ҫул ҫитрӗ.

СССР лётчик-космонавчӗн Шуршӑлти Мемориал комплексӗ паян онлайн-митинг ирттерет. Андриян Николаев - уҫлӑха виҫҫӗмӗш вӗҫнӗ совет ҫынни. 1962-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче "Восток-3" караппа 32-ри чӑваш ывӑлӗ космоса ҫӗкленнӗ те хӑйпе пӗрле вӗҫсӗрлӗхре тӑван халӑхӗн ятне ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ. 

 

Марина Карягина