Мухтава тивӗҫлӗ ырӑ ӗҫе вӑхӑт ӗмӗлки тӗксӗмлетеймӗ

Шупашкарти ҫар мухтавӗн музейӗнче Александра Конюхова ӗҫ ветеранӗн 90 ҫулне уявларӗҫ.

Хисеплӗ ветеранӑн сумлӑ юбилейӗ патриотла тӗлпулу евӗр иртрӗ. Александра Петровнана 90 ҫулпа саламлама ӗҫ ветеранӗсемпе шкул ачисем, ҫар ҫыннисем пухӑнчӗҫ. Пулни-иртнине аса илсе хисеплӗ ватта тата тантӑшне чи ӑшӑ сӑмахсемпе савӑнтарчӗҫ.

Александра Конюхова Тутарстанри Нурлат районӗнче ҫуралнӑ. Йышлӑ ҫемьере 7-мӗш ача пулнӑ. Саша 4 ҫулта чух ҫемье Шупашкара куҫса килнӗ. Тепӗр 3 ҫултан вӑрҫӑ тухнӑ. Савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ нушана ҫаврӑннӑ. Хӗрача хире тухса ӳксе юлнӑ пучахсене пуҫтарнӑ, ҫӗр улми шыраса пушаннӑ анасене чакаласа ҫӳренӗ, йӗкел пухнӑ. Хулари ҫемье мӗнле те пулин выҫлӑ-тутлӑ пурӑнкаланӑ пулсан Александран 2 пиччӗшӗ фронтран таврӑнайман.

Ҫитӗнсен хӗр пир-авӑр техникумне пӗтерсе 40 ҫул ытла Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче вӑй хунӑ. Ытларах пайне - комбинатра ӗҫлекенсене хатӗрлесе вӗренӳ ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн 2 вӗренекенӗ ӗҫри ҫитӗнӗвӗсене кура социализмла ӗҫ геройӗ ята тивӗҫнӗ. Александра Петровнӑна вара "Чӑваш АССРӗн профессиллӗ техника вӗренӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ят парса чысланӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӑл алӑ усса ларман. Паян кунчченех ветерансен канашӗн пайташӗ пулса хӑй пек сумлӑ ватӑсен кун-ҫулне ҫӑмӑллатас ӗҫре тӑрӑшать.

Александра Конюхова РСФСР социализмла ӑмӑрту отличникӗ шутланать. Тата вӑл "Ӗҫри хастарлӑхшӑн" медале тивӗҫ пулнӑ. 90 ҫулта та хӑйне аван туять ветеран. Ҫивӗч тӑнлӑ, курни-илтнине пӗтӗмпех асра тытать, ҫӳреме те вашават. Эпир те ӑна ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр. 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов