Шупашкарти "Ҫӗнтерӳ" асӑну комплексӗнчи Сӳнми ҫулӑм патне Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Патшалӑх Думин депутачӗсем, министрсем, ҫар ҫыннисем, ветерансем, хула ҫыннисем чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине Чӑваш Енрен 208 пин ытла ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен ҫурри таврӑнайман. Тылра юлнӑ хӗрарӑмсемпе ачасем те ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тума 200 пин ҫын хутшӑннӑ.
Ҫавӑн пекех ҫак кун "Ҫӗнтерӳ" паркӗнче шкул ачисемпе кадетсем валли 5-мӗш хут "Паттӑрлӑх урокӗ" иртрӗ. Ӑна "Достояние Республики" патриотла пӗрлешӳ пуҫарнипе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал унта республикӑри 200 яхӑн шкул ачи хутшӑнчӗ. Вӗсем тата сумлӑ хӑнасем пӗр минут шӑп тӑрса паттӑрсене асӑнчӗҫ, Сӳнми ҫулӑм умне чӗрӗ чечексем хурса пуҫ тайрӗҫ. Ачасем валли Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов паркри паллӑ вырӑнсем тӑрӑх экскурси ирттерчӗ.
Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисемсӗр пуҫне "Паттӑрлӑх урокне" Патӑрьел, Комсомольски, Канаш тӑрӑхӗсенчи кадетсем те килсе ҫитнӗ. Пирӗн ҫӗршывра вӑрҫӑн синкерлӗхӗ пур ҫемьене те пырса тивнӗ. Кашнийӗнех - хӑйӗн паттарӗсемпе историйӗсем. Вӗсене ҫитӗнекен ӑрӑва каласа парса типтерлӗн упраса хӑварасси - тӗп тивӗҫ.
Ҫак кун кашни хулапа округрах тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелесе вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнчӗҫ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов, Степан Гурьянов








