Ҫитес ҫул Чӑваш Ен Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тунӑранпа 85 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗ. Вӑл республика урлӑ иртнӗ май, ӑна тӑвас ҫӗрте пирӗн ентешсем ырми-канми ӗҫленӗ. Ҫав калама ҫук йывӑр вӑхӑта астӑвакансенчен пӗри - тӗп хулара пурӑнакан Любовь Кузьмина. Ун чухне хӗр 17-ре пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра Куславкка районне кӗнӗ Чӑнкасси ялӗнче пурӑннӑ. Окопсене Энӗш юханшывӗ хӗррипе чавнӑ. Ӗҫе ялта юлнӑ пур ҫынна та явӑҫтарнӑ, вӑл шутра ачасемпе ватӑсене те. Ахаль те нушаллӑ ӗҫе ҫанталӑкӗ тата та йывӑрлатнӑ. 40 градус таран сивӗсем "шатӑртатнӑ".
Алиса Александрова, Наталия Егорова, Семен Антонов