Мӗн пӗчӗкрен ял хуҫалӑх ӗҫне хутшӑннӑ

Паян Раҫҫей ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ, патшалӑхпа общество деятелӗ, агропромышленнӑҫ специалисчӗсен ӑсталӑхне ӳстерекен институтри кафедра ертӳҫинче тӑрӑшнӑ Василий Шадриков 85 ҫул тултарать. Сумлӑ юбилейне вӑл ӗҫтешӗсемпе тата хисеплӗ ентешӗсемпе пӗрле Аграри университетӗнче паллӑ тӑвать. Уяв умӗн сумлӑ юбилярпа Алексей Енейкин тӗл пулчӗ.

Василий Шадриков Елчӗк ҫумӗнчи Таяпа Энтринче ҫуралса ӳснӗ. Аслашшӗ-асламӑшпе ашшӗ-амӑшӗ, аппӑшсемпе тетӗшсем, ял-йыш, учительсем - пурте уншӑн пысӑк тӗслӗх пулнӑ. - Мана вӗсем пурнӑҫа вӗрентрӗҫ,- тет Василий Яковлевич. Хӑйӗн пурнӑҫне вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчен ас тӑвать. 42-мӗш ҫулта ашшӗне фронта ӑсатни яланлӑхах пуҫӗнче юлнӑ. Ун чухне выҫлӑ-тутлӑ ачасен пуласлӑхӗ иккӗленӳллӗ пулнӑ. Ҫапах та, халӑх пуҫ усман. Хиртен пухса кӗнӗ ҫӗрӗк ҫӗр улми крахмалне те тутлӑ апат вырӑнне хунӑ. Ҫӑва тухсан вара курӑк ҫинӗ.

Ачаранах вӑл кӗнеке вулама юратнӑ, Ҫав вӑхӑтрах мӗн пӗчӗкрен ял хуҫалӑх ӗҫне хутшӑннӑ: лаша утланнӑ, выртмана ҫӳренӗ. Тӑрӑшуллӑ та хастар ачана 6 класс пӗтерсен бригадир пысӑк яваплӑ ӗҫ шанса панӑ. Василий вырма вӗҫленичченех жнейкӑпа тырӑ вырнӑ.

Ҫитӗнсен вӑл Шупашкарти ял хуҫалӑх институтне пӗтерсе Патӑрьел районӗнчи "Гвардеец" колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак тӗслӗхлӗ хуҫалӑх уншӑн малашлӑх ҫулне уҫнӑ, пуласлӑхри шӑпине палӑртнӑ. Унтан пухнӑ паха опытпа вӑл Шупашкар тӑрӑхӗнчи хуҫалӑхсенче, каярахпа 8 ҫул улма-ҫырла совхозӗнче тӑрӑшнӑ. 

1974-мӗш ҫулта Василий Шадрикова ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне лартнӑ. Республикӑри выльӑх-чӗрлӗх отрасльне ертсе пыма шаннӑ. 77-мӗш ҫулта вара 38 ҫулти ҫамрӑка тӑван Елчӗк районне ертсе пыма шаннӑ. Ҫак тивӗҫре вӑл 8 ҫул тӑрӑшнӑ. Нумай ӗҫ тума май килнине калать ветеран.
Патшалӑхӑн агропромышленноҫ комплексӗн пӗрлешӗвне йӗркелесен Василий Яковлевича председатель ҫумне лартнӑ. Тӗрлӗ тытӑм пӗр ҫыхӑри пек ӗҫлеме тытӑнсан Чӑваш Ен экономики самай ҫирӗпленме пуҫланӑ. 
Халӗ 85 ҫулти Василий Яковлевич пуян биографиллӗ кун-ҫулӗшӗн хӑйне ӑс панӑ институтӑн ӑсчахӗсене тав тӑвать. Кашнинех ырӑпа аса илет. Ҫамрӑксене сӗнӳ-канашпа пулӑшас ӗҫре ял хуҫалӑх ветеранӗсем яланах хавас. 2012-мӗш ҫулта вӗсем хӑйсен пӗрлешӗвне йӗркелесе янӑ. Ҫапла майпа паянхи ертӳҫӗсене те чылай ӗҫре пулӑшса пыма тӑрӑшаҫҫӗ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров