Мӗн ачаран чылай хӗн курнӑ ҫветтуй

Чӑваш ҫӗрӗнчи пӗрремӗш хӗрарӑм ҫветтуй Тамара Сатси пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 84 ҫул ҫитрӗ. Ҫак кун Мари Республикинчи Волжск хулинче ун ячӗпе палӑк уҫрӗҫ.

Волжск хулинчи Мамасево районӗнче икӗ ҫул каялла хута кайнӑ чиркӳ тӗрлӗ тӑрӑхри халӑха пӗрлештерекен сӑваплӑ вырӑн пулса тӑчӗ. Авалхи чиркӳ вырӑнне лартнӑ кӗлӗ ҫурчӗ виҫӗ престоллӑ. Тӗп алтаре Владимирте курӑннӑ Турӑ амӑшӗн сӑнӗ ячӗпе сӑвапланӑ. Тепӗр иккӗшӗ Сароври Серафим аттепе Тамара Сатси ҫветтуйсен ячӗсемпе хисепленеҫҫӗ. Ҫак кунсенче вара Тамара Сатсин чӗри тапма чарӑннӑранпа 84 ҫул ҫитрӗ.

Тамара Сатси мӗн ачаран чылай хӗн курнӑ. Эстонире ҫуралнӑскер ҫамрӑклах тӑлӑха юлса чиркӳ-мӑнастирсенче ӗҫлесе ӳснӗ. Ун чухне вӑл Мария ятпа ҫӳренӗ. Кайран мӑнаха тухса Тамара ят илнӗ. Ҫапла ӑна, шӑпа Шупашкара илсе ҫитернӗ. Унта вӑл Владимир хулинче курӑннӑ Турӑ амӑшӗ ячӗллӗ мӑнастире ертсе пынӑ. Турра ӗненекенсене пусмӑрланӑ тапхӑр ҫитсен игуменйӑна 10 ҫуллӑх тӗрмене хупнӑ. Ҫапла вӑл чылай асап курса Улатӑр тӑрӑхӗнче ҫӗре кӗнӗ. Чунӗ вара Турӑ патне кайнӑ. 2007-мӗш ҫулта ӑна вырӑс православи чиркӗвӗн таса Синочӗн йышӑнӑвӗпе ҫветтуя кӑларнӑ. Хӑйсене Тамара Сатсин тӑванӗ тесе палӑртакан Ольга Лубутовапа Денис Габдуллин тӑрӑшнипех чиркӳ картишӗнче ҫак палӑка вырнаҫтарма пултарнӑ. Ырӑ ӗҫре вӗсене халӑх пулӑшнӑ.

Палӑка 3 метр ҫӳллӗш ҫутӑ мансур гранитӗнчен тунӑ. Ун варринче касса кӑларнӑ хӗрес курӑнать. Умӗнче вара Тамара Сатсипе пӗрле хӗн-хур айӗнче вилнӗ мӑнахсен кӳлеписем тӑраҫҫӗ. Вӗсене ирхи литурги хыҫҫӑн Волжскпа Сернур епископӗ Феофан сӑвапларӗ. Асӑну кунӗнче ҫак таса сӑнарсене халалласа ҫырнӑ ҫӗнӗ турӑша та сӑвапларӗҫ. Хӑнасене вара пурне те тутлӑ вӗри апатпа сӑйларӗҫ.

Алексей Енейкин