Маска йӗркине пӑхӑнманшӑн халӗ те явап тыттараҫҫӗ

Хуласемпе районсенче вируса хирӗҫ мӗнле кӗрешнине тӗрӗслекен ушкӑнсем малалла ӗҫлеҫҫӗ.

Республикӑра ҫирӗп йӗрке йышӑннӑ хыҫҫӑн, Ҫӗнӗ Шупашкарта 37 ушкӑн йӗркеленӗ. Хула администрацинче ӗҫлекенсем, полицисем, тухтӑрсемпе санитари врачӗсем тӑтӑшах тӗрӗслеве тухаҫҫӗ. Коронавируспа чирленине пула килте ларакан ҫынсем йӗркене мӗнле пӑхӑннине, обществӑлла вырӑнсене тимлеҫҫӗ. Вӑл шутра пасарта та пулаҫҫӗ. Тӗрӗслев пӗтӗмӗшле лӑпкӑ иртрӗ. Специалистсем пысӑк ҫитменлӗхсем асӑрхамарӗҫ. Ҫакӑ ҫынсем яваплӑха туйнине ҫирӗплетет. 

Леонид Петров, Вадим Владимиров