Мариупольте пурӑнакансемпе ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем валли - гуманитари пулӑшӑвӗ

"Единая Россия" партин республикӑри уйрӑмӗ тата Чӑваш Патшалӑх Канашӗ йӗркеленипе 20 тонна апат-ҫимӗҫпе тӗрлӗ ҫи-пуҫ ӑсатрӗҫ. Гуманитари пулӑшӑвне Мариуполе ҫитерессине "Пӗрле" фонд хӑй ҫине илнӗ. 

Фургонлӑ машина тӗрлӗ тавар тиенӗ. Ҫӑнӑх кӑна 20 тонна яхӑн. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Енрен "Единая Россия" партин республикӑри уйрӑмӗпе Чӑваш Патшалӑх Канашӗ пурӗ 200 тонна яхӑн гуманитари пулӑшӑвӗ леҫнӗ. Кашнинче республикӑра туса кӑларнӑ ҫӑнӑхпа тӗрлӗ кӗрпе ӑсатнӑ. Мирлӗ халӑхпа салтаксем ҫакӑншӑн уйрӑмах кӑмӑллӑ пулнӑ. Сӑмах май, гуманитари пулӑшӑвне вӗсемпе килӗштерсе хатӗрлеҫҫӗ. 

Пӗтӗм тавара ҫирӗп хутаҫпа чӗркенӗ е типтерлӗн курупкасене хунӑ. Тӗрлӗ ял-хулари кинемисем салтаксем валли ӑшӑ ҫи-пуҫ ҫыхса хатӗрленӗ. Хӗллехи вӑхӑтра вӗсем уйрӑмах кирлӗ. 

Кашни курупкана салтаксене саламласа, вӗсене тӑван тӑрӑха чӗрӗ те сывӑ таврӑнма сунса ҫырнӑ открыткӑсем хунӑ. Вӗсем ҫар операцине хутшӑнакансен кӑмӑлне хӑпартасса шанаҫҫӗ. 

Ҫак йывӑр тиевлӗ машинпа ятарлӑ операци пуҫланнӑранпа 10 ытла гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. 

Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Запорожье облаҫне чӑваш салтакӗсем валли техника ӑсатнӑ. 17 «УАЗ» машинпа пӗр «ВАЗ-Нивана» вырӑна тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитернӗ. Вӗсене Чӑваш Енре пурӑнакансем ятарласа ҫар валли юсаса хатӗрленӗ. Тата ҫакна палӑртмалла. Пӗри те вӗсенчен пушӑ мар. Пурне те ҫарта кирлӗ хатӗрсемпе тултарнӑ. Ҫавӑн пекех тимӗр кӑмакасем, окоп ҫуртисем хурса парса янӑ. Ҫакӑншӑн салтаксем пурне те тав тӑваҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Екатерина Янгалакова