Республикӑмӑрта Марина Карягинӑна пӗлмен ҫын ҫук тесен ытла калани пулмасть. Телевиденире те, литературӑра та тӗрлӗ жанрпа ӗҫлесе хӑйне евӗрлӗ, ку таранччен пулман стильпе хатӗрленӗ паха япаласем парнелерӗ пире. Вӗсем хушшинче сӑвӑ-калав кӗнекисемпе ача-пӑча хайлавӗсем, театрсенче лартнӑ пьесӑсем. Халӗ акӑ тепӗр кӗнеке кун ҫути курнӑ - "Урӑх ӑру" сӑвӑ пуххи. Кӗнекери сӑвӑсем малтан та, вӗҫӗнчен те пӗрпек вуланса тӗлӗнтереҫҫӗ. Вӗсене литературӑра палиндром тесе палӑртаҫҫӗ. Мускав режиссерӗ Александр Куприн, Карягина пултарулӑхӗпе кинофестивальти тупӑшусенче паллашнӑскер, поэтӑн сӑввисене вуланӑ хыҫҫӑн фильм ӳкерме тытӑннӑ.
Пултарулӑх каҫне ирттерекен Галина Евтушенко кинорежиссёр, хӑтлава ыйту-хурав меслечӗпе йӗркелесе, тӗп вырӑна Марина Карягинӑн ҫӗнӗ кӗнекине хурать. Паллах, ӑна чӑваш поэчӗн тӗрлӗ енлӗ таланчӗ кӑсӑклантарать. Кӗнекене виҫӗ чӗлхепе кӑларнӑ: чӑвашла палиндромсене вырӑсла тата акӑлчанла куҫарнӑ. Марина сӑввисен шухӑшӗсем - тӗнче, пурнӑҫ, паянхи самана, этемлӗх туйӑмӗсем - ӗмӗрлӗхри тӗп шухӑшсем ҫинчен. Вӗсене вӑл тарӑн тишкерсе кирлӗ, вирлӗ сӑмахсемпе ҫав тери кӑткӑс та илемлӗ сӑвӑсем ҫырать. Пултарулӑх каҫӗнче ентешсем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Вӗсен хушшинче Леонид Волков Финанс академийӗн доценчӗ, Владимир Бурмистров актёр. Ҫавӑн пекех Телевиденипе радио Еврази Академийӗн президенчӗ Валерий Рузин, РГГУ деканӗ Евгений Кожокин профессор, кинорежиссёр тата ыттисем.
Марина Карягина поэта, вӑл Раҫҫей писателӗсен Союзӗн пайташӗ, хальхинче Раҫҫей кинематографисчӗсен Союзне илчӗҫ, ятарлӑ билета Галина Евтушенко режиссёр алла тыттарчӗ.
Александр Осипов, Димитрий Макаров