Патӑрьел округӗ республикӑра малтисен йышӗнче. Кунта ял хуҫалӑх аван аталанать: ҫӗрулми, сахӑр кӑшманӗ тата ытти пахча ҫимӗҫ туса илнисӗр пуҫне, сухан-ҫевок ҫитӗнтерсе пысӑк тухӑҫ илеҫҫӗ, ҫӗршывӗпех тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ. Аш-какай, ҫӑкӑр, ӗне юр-варӗ вырӑнтах хатӗрлесе сутни тупӑшлӑ. Кунта кӑларма пуҫланӑ типӗтнӗ ҫӗрулми чӗлли те, тӗрлӗ тутӑллӑ чипсы, Раҫҫейӗпех саланать. Туризм та вӑй илсех пырать. Кану базисемпе этнографи ялӗ, Тикеш хулашӗ килен-каяншӑн илӗртӳллӗ вырӑн пулма кирлӗ. Тӗлпулура хальччен тунӑ ҫитӗнӳсене пӗтӗмлетрӗҫ, малашнехи пысӑк проектсене пӑхса тухрӗҫ.
Патӑрьелте Правительство кунӗ ирттернӗ май, Олег Николаев округӑн тӗп больницинче юн тымарӗсен чирӗнчен сипленмелли ҫӗнӗ уйрӑмра пулса курчӗ. Палатӑсене хальхи йышши чаплӑ хатӗрсем вырнаҫтарнӑ, кравачӗсем те выртса тӑма меллӗ. Унччен чирлисене Канаша илсе кайма тивнӗ - чӗрепе аптранисене васкавлӑ пулӑшу кирлӗ чухне ҫул ҫинче нумай вӑхӑт ҫухатнӑ, халӗ вара республикӑн кӑнтӑр енчи округӗсенче пурӑнакансемшӗн кунтах лаборатори те, компьютер томографӗ те пур. Пысӑк опытлӑ 5 невролог пациентсене йышӑнма хатӗр.
Ҫак центра уҫас ыйту пӗлтӗр ҫулла, Мускавран Михаил Мурашко министр килсе кайнӑ хыҫҫӑн ҫӗкленнӗччӗ. Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсенчен сыватакан уйрӑм Президентӑн "Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлӗ.
Сумлӑ хӑнасем Патӑрьелти 1-мӗш шкулта та пулса курчӗҫ, пӗлӳ ҫурчӗн ҫитӗнӗвӗсемпе паллашрӗҫ. Патӑрьел тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов малашлӑха курса ӗҫлени куҫкӗрет.
Ку тӑрӑхӑн нумай енӗпе малалла аталанма майсем пур. Республикӑн 2030-мӗш ҫулччен пурнӑҫлама палӑртнӑ комплекслӑ программине тӗпе хурса, округра 3 миллиард ҫурӑлӑх тата 17 инвестици проектне ӗҫе кӗртме тӗллев лартнӑ.
Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Комсомольски тӑрӑхӗнче пурӑнакансене канӑҫсӑрлантаракан тепӗр чӑрмав пур: ӗҫмелли шыв. Ку ҫивӗч ыйту та ҫывӑх вӑхӑтрах татӑлмалла.
Марина Карягина, Бахтияр Велиев