Мӑкӑр кӗперӗ ҫинчен сехечӗ-сехечӗпе каласа кӑтартма пултарать

Паянхи кун ҫамрӑксене патриотла воспитани парасси малта. Ку яваплӑ та пархатарлӑ тивӗҫе аслӑ ҫулхи педагогсемпе тавра пӗлӳҫӗсем никам ыйтмасӑрах хӑйсем ҫине илнӗ. Канаш тӑрӑхӗнчи Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакан Леонид Михайлов историк тӑван ҫӗршыва юратасси несӗлсене, ваттисене хисепленинчен, хамӑр тавралӑхӑн историне пӗлнинчен пуҫланать тесе шутлать.

Леонид Михайлов тавра пӗлӳҫӗ - вӗрентекенсен кил-йышӗнчен, йӑхӗнчи педагогсен ӗҫ стажне пӗрле хушсан 200 ҫул ытла пуҫтарӑнать. Ачасене вӑл яланах "пурин те несӗлсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлмелле, тӑван ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пулса ӳсмелле" тесе вӗрентнӗ.

Леонид Николаевич шкулта чылай ҫул истори, мӑшӑрӗ, Римма Павловна - математика вӗрентнӗ. тивӗҫлӗ канӑва тухсан тӗпчев ӗҫне пуҫӑннӑ. Ҫемье пуҫӗ вырӑнти ветерансен канашӗн ертӳҫин ҫумӗ. Йышпа пухӑнса яла ҫӗклес ыйтусене пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене чысласа уҫнӑ палӑк 1985-мӗш ҫултанпах ларать. Пуҫаруҫӑсен ушкӑнӗ ӑна ҫӗнетнӗ, йӗри-тавра карта тытса, чечек акса хӑтлӑх кӳнӗ. Чи пӗлтерӗшли - килрен-киле ҫӳресе ентешӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсене пуҫтарнӑ: 700 ытла фотографи. 

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Мӑкӑртан 191 ҫын тухса кайнӑ, 87-шӗ таврӑнайман. Сӑмах май, Леонид Николаевичӑн ашшӗ фронтран 1948-мӗш ҫулта кӑна килейнӗ, вӑл виҫӗ ордена, медальсене тивӗҫнӗ. Аслашшӗ те, аппӑшӗ те тӑшманпа кӗрешнӗ. Кунтах - вӑрҫӑ ачисен, тыл ӗҫченӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсем. 

Килес ӑрусем йӑлтах пӗлме тивӗҫ, тет Леонид Михайлов: ялтан тухнӑ паллӑ ҫынсем те, ӗҫ ветеранӗсем те, вӑрӑм ӗмӗрлӗ ентешсем те - ҫамрӑксен сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пурӑнса вӗсем пек пулма тӑрӑшмалла. Ӑслӑлӑх докторӗсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш халӑх артисчӗ... - ӗҫӗ-хӗлӗпе мӑнаҫлантаракансем чылайӑн Мӑкӑрта. 

Мӑкӑр ялӗн ятне ҫӗклекенни - юлашки ҫулсенче туристсемшӗн илӗртӳллӗ пулса тӑнӑ кӗпер. Авалхи цивилизаци палӑкне асилтерекен капмар каҫмана килсе курас кӑмӑллисем нумай. Ялти "Туслӑх" ансамбль хӑнасене чӑваш тумӗ тӑхӑнса, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илет.

Леонид Николаевич Мӑкӑр кӗперӗ ҫинчен сехечӗ-сехечӗпе каласа кӑтартма пултарать. "Ҫӗнтерӳ кӗперӗ" тенӗ Григорий Передерий проекчӗпе 1913-мӗш ҫулта туса лартнӑ чукун ҫулӑн ҫак мӑнаҫлӑ каҫмине - ун урлӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ҫӗпӗртен, Уралтан ӑсатнӑ хӗҫ-пӑшал, салтаксем иртнӗ. 1986-мӗш ҫулта, ялӑн ҫурҫӗр енче тепӗр ҫул уҫсан, хупнӑ ӑна. "Ҫак тӑршшӗ 368 метр, ҫӳллӗшӗ 27 метр, сарлакӑшӗ 4 метр кӗпере Европӑра ҫитекенни ҫук", - тет Леонид Николаевич. 

Кӗпер ҫумӗнче - сакӑр ҫул каялла лартнӑ Туслӑх сачӗ. Кунти йывӑҫсемпе тӗмсем тӳрех ашкӑрса ӳсме тытӑннӑ иккен. "Мухтавлӑ ентешсене хисеп тунипе, вӗсен пилӗ пулӑшнипе", - теҫҫӗ Михайловсем.

 

Марина Карягина, Вадим Владимиров