Наци чӗлхипе ҫыракансене фестиваль 6-мӗш хут пӗрле пухрӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑх телерадиокомпанийӗ пулӑшнипе йӗркелекен ӗҫ-пуҫ журналистсене ӑсталӑхне ӳстерме, тӗрлӗ халӑх культурипе паллашма май парать. Кӑҫал конкурса 500 яхӑн ӗҫ тӑратнӑ. Вӑл шутра теле- тата радио кӑларӑмсем, документлӑ фильмсем, репортажсемпе очерксем. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинацире чысларӗҫ. Чӑваш радио хумӗсем ҫинче тухса тӑракан "Самана йыхравӗ" кӑларӑм "За наших. Все вместе" ятарлӑ проектӑн дипломне тивӗҫрӗ. Ӑна музыка редакторӗ Елена Порфирьева хатӗрлесе пырать.
"Самана йыхравӗ" ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсен шӑпине ҫутатать. Патриотла сӑвӑсемпе юрӑсем кӑларӑма илемлӗх, мӑнаҫлӑх кӳреҫҫӗ. Салтаксем патне вӗҫтерекен ҫырури йӗркесене ачасем вуласа пани те чуна тивет. Кӑларӑма пысӑк хак пани малалла ӑнтӑлма, хавас кӑмӑлпа ӗҫлеме вӑй-хӑват парать, - тет Елена.
"Самана йыхравӗ" ярӑмӑн черетлӗ кӑларӑмне Чӑваш радиопа ҫитес кӗҫнерникун, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ултӑ сехет ҫурӑра итлеме пултаратӑр.
Екатерина Фомина, Антонина Капитонова, Виктор Степанов








