Литература музейӗнче Нина Гречко ҫырнӑ кӗнекене пахаларӗҫ

Ӑна Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ. Сӑмах май, ку вӑл авторӑн патриотла темӑпа ҫырнӑ 25-мӗш кӗнеки. 

Нина Мануиловна кӗнекисенче вӑрҫӑ темине пысӑк тимлӗх уйӑрни ахальтен мар. Вӑл хӑй те ҫав синкер вӑхӑтра ҫуралнӑ. Ашшӗ вара фронтра пуҫ хунӑ. Ӑна вӑл пӗрре те курман. Ҫавӑнпа та пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫывӑх тӑванӗн паттӑрлӑхӗ пирки хыпар пуҫтарать. "Эхо Победы" - "Задержался на войне" кӗнекен 6-мӗш пайӗ. Ӑна та автор ашшӗне - Мануил Федотовича халалланӑ. Пуҫтарӑннӑ хӑнасем ҫыравҫӑ пирки нумай ырӑ сӑмах каларӗҫ. Вӑл чылай вӑхӑт кире пуканӗ йӑтас енӗпе ҫӗршыври пӗртен-пӗр хӗрарӑм-тӳре пулнӑ, хӑй те спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Ытти ӗҫре те хастарлӑх кӑтартнӑ. 

Нина Гречко паттӑрсем пирки ыттисем те вуласа пӗлчӗр тесе кӗнекесем ҫырать. Автор архивсенче нумай вӑхӑт ирттерет, ветерансемпе тӗл пулать. Нина Мануиловна пӗр вырӑнта ларакан ҫын мар. Халӗ вӑл черетлӗ 26-мӗш кӗнекине кӑларас енӗпе тӑрӑшнине пӗлтерчӗ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин