Автор унӑн шкул вӑхӑчӗ, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ тапхӑрсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Сергей Геннадьевич пограничник пулнӑ, пӗтӗм пурнӑҫне ҫӗршыва хӳтӗлессипе ҫыхӑнтарнӑ. Нина Мануиловнана хула пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн Шупашкар администрацийӗн Ленин район управин пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвне парса саламларӗҫ. Вӑл Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Уравӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Хӗр ҫамрӑклах тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ, командир пулнӑ. Ҫапах та йывӑрлӑхсене парӑнман - пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарнӑ. Ял хуҫалӑх техникумне, ун хыҫҫӑн Хусанти ветеринари институтне пӗтернӗ. Выльӑх тухтӑрӗнче чылай вӑхӑт тӑрӑшнӑ. Нина Мануиловна кире пуканӗ йӑтас енӗпе ҫӗршыври пӗртен-пӗр хӗрарӑм-тӳре пулнӑ. Вӑл йӗлтӗрпе чупас енӗпе спорт мастерӗ, журналист, юрӑҫ тата чылай кӗнеке авторӗ.
Оксана Верликова








