85 ҫул нумай мар - хама эп ывӑннӑ пек туймастӑп, - пӗлтерчӗ пире юбиляр. 40 ытла кӗнеке авторӗ паян та ҫырмасӑр пӗр кун та ирттермест. Темисене пурнӑҫ хӑй кӑларса тӑратать, тет. Ҫыравҫӑн пултарулӑхри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетсе "Телей алӑ ҫупса тӑнӑ чух..." курав йӗркеленӗ музейра. Унта авторӑн тӗрлӗ ҫулта тухнӑ кӗнекисене, сӑн ӳкерчӗкӗсене, документсене курма пулать. Вӗсем Анатолий Кипечӗн нумай енлӗ ӑсталӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл воспитани ыйтӑвӗсемпе кӑна 70 ытла ӑслӑлӑх тата методика ӗҫӗ пичетленӗ, наци ыйтӑвӗсене хускатакан 170 статья хатӗрленӗ. Унӑн сӑввисемпе композиторсем нумай юрӑ хывнӑ. Юбилей ячӗпе саламлакансен йышӗнче Цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина пулчӗ. Вӑл ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнине пӗлтерчӗ, малашне те тухӑҫлӑ ӗҫлеме вӑй-хал сунчӗ.
Надежда Александрова, Игорь Ульянов