"Лидер" компани ҫурт тума пая кӗнисене ҫулталӑк вӗҫлениччен пурне те хваттерсемпе тивӗҫтерме шантарать

Пӗрлешӳ Шупашкарти "Кувшинкӑра" - 5, "Гагарин" комплексра 2 ҫурт туса пӗтермен. Вӗсене хута яма "Лидер" укҫа-тенкӗ тупнӑ. Халӗ объектсенче строительсем кашни кун ир пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ.

"Кувшинка" микрорайонта иртнӗ ҫулсенче тума пуҫланӑ ҫуртсенче тинех ӗҫ вӗрет. "Лидер" компанин ертӳҫисен сӑмахӗпе, рабочисем те, укҫа-тенкӗ те ҫителӗклӗ. Кунти ҫуртсене "Лидер" пӗрлешӳ ҫулталӑк вӗҫлениччен хута яма шантарать. "Гагарин" комплексра та лару-тӑру ҫивӗч. Строительство 1-мӗш тата 2-мӗш позицисенче вӑраха кайнӑ. Халь кунта кусерен 50 рабочи ӗҫлет. Ку икӗ объекта кӑҫал авӑн уйӑхӗ тӗлне туса пӗтерме шантараҫҫӗ. 

 

Алена Артемкина, Михаил Солин