Тамара Чумаковӑн кӗмӗл сасси ку, юрӑҫ Леонид Лялькин кӗвӗленӗ "Ҫӗр ҫинчи ҫӑлтӑрсем" юрра шӑрантарать. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторӑн халӑхра палӑрнӑ хайлавӗсене Мефодий Денисов та юрланӑ, вӗсем Чӑваш радио фондӗнче упранаҫҫӗ. 85 ҫула ҫитеспе виҫӗмҫул пиртен ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑ Леонид Лялькин филолог ҫавӑн пекех сӑвӑҫ та, художник та, музыкант та, дирижёр та пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Патӑрьелти Иван Яковлев ячӗллӗ педагогика училищи пӗтернӗскер каярах Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Пархатарлӑ ентешӗсем унӑн еткерне ҫӗнӗ ӑру патне ҫитерес кӑмӑллӑ: тӗслӗх вырӑнне пултӑр.
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тӗппипех ачасене, шкул ӗҫне халалланӑ педагог чапа тухас тӗллевпе хулана тухса кайман, ялта юлнӑ. Сӗрме купӑс, баян, мандолина калаканӑн, сӑвӑ-юрӑ хайлаканӑн вӗренекенӗсем учителӗ енне туртӑннӑ. Вӑл вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлнӗ, воспитани ӗҫӗнче хӑйӗн меслечӗсемпе усӑ курнӑ.
Леонид Лялькинӑн сумлӑ вӗренекенӗсене курсан, ӑна хӑйне палласа илме пулать теҫҫӗ. Сӑмахран, Валентина Ситова Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх артистне вӑл Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Тӑрӑн шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литератури, музыкӑпа черчени тата ӳкерӳ маҫтӑрлӑхне вӗрентнӗ. 10 ҫул ялти, 20 ҫул шкулти хора ертсе пынӑ учитель сцена ӑстин ачалӑхӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ, паллах.
Педагогика университечӗн доценчӗ Николай Осипов тӗлпулура Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ытти мухтавлӑ педагогсен еткерӗпе те паллаштарчӗ: кашнин кун-ҫулӗ тӗпчеве тивӗҫ.
Хӑйсен ӗҫне чунне парса пурнӑҫланӑ педагогсен пурнӑҫӗпе паллашсан, студентсен тӗллев тӗвӗленет, малашлӑх уҫӑмлӑрах палӑрма тытӑнать тесе шутлаҫҫӗ пулас учительсене хатӗрлекенсем.
Леонид Лялькин 500 ытла сӑвӑ ҫырса хӑварнӑ, хӑшӗсем 2016-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ "Савнӑ ен, тӑван ҫӗршывӑм" кӗнекене кӗреймен. Ӗҫтешӗсем вулакан патне ҫитмен хайлавӗсене те пичетлесшӗн-ха.
Марина Карягина, Екатерина Янгалакова