Ленинград хулине блокадӑран хӑтарнӑранпа 80 ҫул ҫитет

1941-мӗш ҫулти авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1944-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ ҫак асаплӑ вӑхӑт. 900 куна яхӑн Нева ҫинчи хулара пурӑнакансем ҫине бомбӑсем тӑкӑннӑ. Ҫапах та ытларах пайӗ тӑшман хӗҫ-пӑшалӗнчен мар, выҫӑпа вилнӗ. Пурӗ 1 миллиона яхӑн ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак историлле пулӑма халалласа ҫӗршывра тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Вӑл шутра Шупашкарта та патриотла акци иртрӗ. 

Ирсӗр тӑшмана хирӗҫ кӗрешекен ҫӗршывшӑн Ленинград блокади темле йывӑр пулсан та пӗлтерӗшлӗ тапхӑр шутланнӑ. Вӑл Совет ҫыннисен ҫирӗплӗхне, тӗрӗслӗхне тата парӑнманлӑхне - эппин, Ҫӗнтерӳ пирӗн майлӑ пулассине кӑтартса панӑ. Ленинград ҫыннисем 900-е яхӑн, тӗрӗсрех 872 кун, асапланнӑ. Вӗсен шыв та, ҫимелли те пулман. 

Шел пулин те, истори манӑҫса пырать. Шӑпах ӳсекен ӑру Ленинградра пурӑнакансен паттӑрлӑхне ас тутӑр тесе ҫавӑн пек акцисем ирттереҫҫӗ те. Хальхинче тӗрлӗ шкулта, ҫавӑн пекех колледжсемпе техникумсенче вӗренекенсем блокада тӑсӑлнӑ кунсене сӑнлакан "900" цифра евӗр тӑрса тухрӗҫ. 

Ҫав хӑрушӑ кунсене Шупашкарта пурӑнакан Людмила Никифорова питӗ лайӑх ас тӑвать. Вӑл ача чухне тӑшман ункине лекнӗ Ленинградра пурӑннӑ, амӑшӗпе кашни кун пульӑсем айӗнче сатике ҫӳренӗ. 

Кун пек акцисем ҫамрӑксене истори урокӗсене лайӑхрах ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ. Пытарма кирлӗ мар, блокадӑна лекнӗ Ленинград пирки пуҫласа илтекенсем те пур. 

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин синкерлӗ, ҫав вӑхӑтра паттӑрла кунӗсене халалласа ҫӗршывра, вӑл шутра пирӗн республикӑра та, астӑвӑм урокӗсем, ӑслӑлӑх вӑййисем, куравсемпе конкурссем йӗркелеҫҫӗ. 

Надежда Александрова, Виктор Степанов