Лайӑх кӳршӗ аякри тӑванран та ҫывӑхрах

Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри кӳршӗсен кунне паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Вӑл ачасене те, аслисене те илӗртет. Тӗп хулари 14-мӗш микрорайонта та шавлӑ уяв иртрӗ. 

Пӗтӗм Раҫҫейри кӳршӗ кунне 2009-мӗш ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ӑна пӗлтӗртенпе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал "Лента" ҫывӑхӗнчи 14-мӗш микрорайонта уйрӑмах шавлӑ иртрӗ вӑл. Ачасем валли кунта кӑсӑкли тем те пулчӗ: тӗрлӗ аттракцион, вӑйӑсем, ӑсталӑх урокӗсем. 

Нумай хутлӑ ҫуртсенче хӑш чухне кӳршӗре пурӑнакансем пӗр-пӗрне те палламаҫҫӗ. Ҫак уяв вара нумайӑшне пӗр чӗлхе тупма май туса парать. Пухӑннисене хула ертӳҫисем саламларӗҫ. Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пурне те туслӑ пурӑнма, пӗр-пӗрне пулӑшса пыма сунчӗ. Уяв вӑхӑтӗнче "кӗмӗл волонтерсем" те хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ. Хула ҫыннисене хӑш объекта тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе сасӑлаттарчӗҫ.

Чӑваш эстрада артисчӗсем тата пултарулӑх ҫурчӗсене ҫӳрекен ачасем пухӑннисене юрӑ-ташӑпа хавхалантарчӗҫ. Кӳршӗсем пӗр-пӗрне техӗмлӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗҫ. Сӑмах май, ҫакӑн пек уяв паян Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи искусство аллейинче иртӗ. 17 сехетре пуҫланать.

 

Надежда Александрова, Святослав Петров