Лавккана кайса килмелле е эмел туянмалла

Ватӑ ҫынсемпе сусӑрсене пулӑшассипе республикӑра ҫӗршер волонтер тӑрӑшать.

Типҫу, ҫӑмарта тата кӗрпе. Улма-ҫырлапа пахча-ҫимӗҫ сентрисенчен те иртсе каймаҫҫӗ волонтерсем. Пӗтӗмпех списока пӑхӑнса туянаҫҫӗ. Унтан аптекӑна ҫул тытаҫҫӗ. Тавара ватӑсене париччен дезинфекцилеҫҫӗ. Паян хастарсем урама тухассинчен  Матвеевсен ҫемйине хӑтарчӗҫ. Галина Михайловнапа мӑшӑрӗ иккӗшех пурӑнаҫҫӗ. Пулӑшакан ҫук.

Вероника Павлова, Михаил Солин