Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫурт-интернатне никӗсленӗренпе 55 ҫул ҫитрӗ

Хальхи вӑхӑтра унта 30 ҫултан пуҫласа 100 ҫулчченхи 200 ытла ҫын пурӑнать. Уява Ваттисен кунӗнче паллӑ турӗҫ. 

Ку социаллӑ учреждени 2 корпуслӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. 55 ҫул хушшинче пурӗ кунта 3 пин те 700 ытла ҫын хӳтлӗх тупнӑ. Интернатра пурӑнакансем валли хӑтлӑ майсем йӗркеленӗ: ӑшӑ та илемлӗ пӳлӗмсем, пуян библиотека, столовӑй, пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли лаптӑксем. Сусӑрсем кунта чӑрмавсӑр кӗрсе-тухма пултараҫҫӗ, ятарлӑ лифт та пур.

Интернатра пурӑнакансем хушшинче мӑшӑрланнисем те пур. Еленапа Юрий Зиновьевсем 7 ҫул пӗрле. 

Интернатӑн панулми сачӗ, теплицӑсем пур, тавралла чечексем ешереҫҫӗ. Кунта пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ. Учрежденире сывӑ пурнӑҫ йӗркине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Нумай пулмасть урамри лаптӑкра тренажерсем вырнаҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне кунта чылайӑшӗ ал ӗҫӗпе кӑсӑкланать. Вӗсен ӑсталӑхӗпе куравра паллашма пулчӗ. 

Интернатра пурӑнакансене медицина, психологи тата социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтереҫҫӗ. Кашнинех пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, тӑванӗсем ҫуккишӗн кулянса ан ларччӗр, теҫҫӗ. Уявра социаллӑ хӳтлӗх тытӑмӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене чысларӗҫ. 

"Ватлӑх вӑл савӑнӑҫ" ыр кӑмӑллӑх фончӗн пуҫарӑвӗпе "Мӑнуксем ҫыру ҫыраҫҫӗ" проект пурнӑҫланать республикӑра. Ҫавна май 6 ватӑ хӑйсене валли ҫӗнӗ тӑвансем тупма пултарнӑ. 

 

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова