Пӗрлӗхлӗ информаци кунӗн программипе килӗшӳллӗн, пуҫлӑхсем чи малтан Кӳкеҫре ҫӗкленекен шкул строительствипе паллашрӗҫ. Ку пӗлӳ ҫурчӗ хута каясса поселокра пурӑнакансем тахҫантанпах кӗтеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен кунти пӗртен-пӗр лицейра икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ, ачасен шучӗ вара ӳссех пырать. 825 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул хута яни ҫивӗч ыйтӑва татма пулӑшӗ. Паянхи куна рабочисем объектра икӗ сменӑпа тӑрӑшаҫҫӗ. Пурӗ 80 ҫын вӑй хурать. Ӗҫсен хакӗ 1 миллиард та 200 миллион тенкӗ. Материал тата техника ҫителӗклӗ. Ҫавна май шкула ҫитес ҫул вӗҫне хута яма палӑртаҫҫӗ.
Кӳкеҫри тӗп библиотекӑна округ аталанӑвӗпе малашлӑхӗшӗн ҫунакан хастарсем пуҫтарӑнчӗҫ. Муниципалитет пуҫлӑхӗ Николай Хорасев вӗсене шкул строительстви тата ялсене хӑтлӑлатас ӗҫ мӗнле пулса пынипе паллаштарчӗ. Район больницин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов сывлӑх сыхлавӗнчи ҫӗнӗлӗхсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Пухӑннисем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене ҫӗклерӗҫ. Вӑл шутра Кӳкеҫри кӳлле йӗркене кӗртесси, тротуарсене юсасси, йӗлтӗр трассине майласси тата ытти пирки те калаҫрӗҫ. Муниципалитет ертӳҫисем пур ыйтӑва та шута илме, тивӗҫлӗ йышӑнусем тума шантарчӗҫ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов
Кӳкеҫри ҫӗнӗ шкула вӑхӑтра туса пӗтерме шантараҫҫӗ
Республикӑра черетлӗ пӗрлӗхлӗ информаци кунӗ иртрӗ. Хальхинче ялсемпе хуласене пырса ҫитнӗ ушкӑнсен тимлӗхӗнче шкулсемпе ача сачӗсем тӑвас, ҫурт-йӗр таврашне хӑтлӑлатас ыйтусем тӗп вырӑнта пулчӗҫ.