Кӳкеҫри "Бичурин тата паянхи самана" музей ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн хӑнасене йышӑнчӗ

Чи малтан куравсемпе паллашнисен хушшинче - регион ертӳҫи Олег Николаев. Курма килнисене уйрӑмах ӑсчахӑн Типнертен Пекина илсе ҫитерекен кун-ҫулӗпе паллашма кӑсӑклӑ пулчӗ. 

2027-мӗш ҫулта Никита Яковлевич Бичурин ҫуралнӑранпа 250 ҫул ҫитет. Пӗлтерӗшлӗ пулӑм тӗлне хатӗрленме Чӑваш Енре самай маларах пуҫланӑ. 

Ҫӗнӗ залра чӑваш тата китай культурипе паллаштаракан экспозици вырнаҫтарнӑ. Ентешӗмӗр аякри ҫӗршывра 15 ҫул пурӑннӑ. Пекинри тӗн миссине ертсе пынӑ хушӑра чӗлхене вӗренсе ҫитнӗ, пурнӑҫне Тухӑҫ историйӗпе, культурипе ҫыхӑннӑ калӑпӑшлӑ тӗпчев ӗҫӗсем тӑвассине халалланӑ. Ирина Удалова директор палӑртнӑ тӑрӑх, Владислав Кондратьев дизайнерпа канашласа "Культура пӗрлештерет" лозунгпа 2 культурӑна танлаштарас тенӗ. 

Музей лаптӑкӗ 160 тваткал метр таран анлӑланни хушма зал йӗркелеме кӑна мар, фондсене хальхи меслетсемпе упрамалли пӳлӗм тума май панӑ. 

Республика кунӗ Кӳкеҫри учреждени ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ӗҫлеме пуҫлани чӑн парне пулса тӑчӗ. Иртнӗ 5 ҫулта республикӑра культура объекчӗсем самай улшӑннӑ. 243 клуба юсанӑ, 40 хальхи ӗмӗр библиотеки уҫнӑ, 12 ӳнер шкулне ҫӗнетнӗ. 

Алиса Александрова, Денис Афанасьев