Кӳкеҫре пурӑнакансен юратнӑ кану вырӑнӗн сӑн-сӑпачӗ улшӑнать

Кӳкеҫре Культура ҫурчӗпе "Улӑп" стадион ҫумӗнче вырнаҫнӑ  вӑрман-парка хӑтлӑх кӗртме пуҫланӑ. Проекта ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурса хатӗрленӗ. 

Ӗҫе подрядчик утӑ уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Вӑрман илемне упраса хӑварма, ҫав вӑхӑтрах кунта хӑтлӑх кӳме тӗллев лартнӑ ун умне. Сывӑ, нумай ҫул ӳсекен йывӑҫсене тӗкӗнмен. Парк вырӑнне тасатса тирпейленӗ хыҫҫӑн рабочисем ҫулсем сарма, электричество кабельне хума пикеннӗ. Ӗҫе икӗ тапхӑрпа пурнӑҫлама йышӑннӑ.

Паркра ачасем валли вылямалли площадка, спорт, кану тата апатлану лаптӑкӗсем, йытӑсене уҫӑлтармалли вырӑн пулӗ. Ҫутӑ хунарӗсем те вырнаҫтарӗҫ. Малашне кунта  уҫӑлса ҫӳреме те кӑмӑллӑрах, ҫынсене кирлӗ ҫӗре ҫитме те самай меллӗрех пулӗ.  

Оксана Верликова, Святослав Петров.