Куславккара ятарлӑ фургонсем кӑларакан ҫӗнӗ цех хута кайрӗ

Предприятисем те фронт ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессипе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Куславккари автофургонсен комбиначӗ, сӑмахран, ҫар валли кузовсем, сирпӗнекен япаласем турттармалли тата ытти ятарлӑ хатӗр туса кӑларать. Халӗ кунта ҫӗнӗ производство цехӗ уҫӑлчӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӳтӗлев предприятине ҫитсе килчӗ, унти майӗсемпе паллашрӗ. Кунтах республикӑри машин тӑвакан отрасль кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗҫ. 

Ҫӗнӗ цехра кузов фургонӗсем пуҫтарса хатӗр техника туса кӑлараҫҫӗ. Вӗсене чылай тӗлте усӑ курма пулать, ҫав шутра автофургон, куҫса ҫӳрекен лабораторисемпе мастерскойсем, вахта автобусӗсем тӑваҫҫӗ, ГАЗ, КАМАЗ, УРАЛ тата ытти пысӑк машин никӗсӗ ҫинче калӑплаҫҫӗ. Ятарлӑ техника нефтьпе газ уҫлакан, тимӗр кӑларакан предприятисене кирлӗ. Ҫар тата йӗркелӗхе сыхлакансен ыйтӑвӗсене тивӗҫтересси те тӗп вырӑнта. Калапӑр, ҫак техникӑна завод чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствипе шутласа кӑларнӑ. Вӑл ҫӑлавҫӑсен машинисене пӑхса тӑма тата юсама пулӑшакан мастерской. Ҫакӑн пек 18 комплекс кӑларма патшалӑх килӗшӗвӗ тунӑ. Ҫарта тӗрлӗ хатӗр вырнаҫтармалли КУНГсем чылай калӑплаҫҫӗ, сирпӗнекен материалсем турттармалли техника тума пуҫланӑ. 

Ҫӗнӗ цехра 2 лини ӗҫлет. Кашнинчех сӑрламалли тата кузов ҫирӗплӗхне тӗрӗслемелли камерӑсем пур. Виҫӗмҫул комбинатра 350 фургон туса кӑларнӑ пулсан, малашне уйӑхне 120 техника пуҫтарма тӗллев лартнӑ. Ӑна предприяти промышленноҫа аталантармалли Фондран илнӗ грант пулӑшнипе туса лартнӑ. Патшалӑх тӑкаксене саплаштарма 2 миллион та 800 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Куславккари комбината 1931-мӗш ҫулта уҫнӑ, анчах 2005-мӗшӗнче вӑл ҫука тухнӑ. Цехӗсене "Автофургон" предприяти туянса ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Производство лаптӑкӗ халӗ 20 пин тӑваткал метр йышӑнать, ҫав шутра чӗрӗк пайне кӑҫал хута янӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта ятарлӑ техника завочӗ 2 миллиард тенкӗлӗх продукци кӑларнӑ. Предпрятире ӗҫлекенсен йышӗ те ӳснӗ - кунта 315 ҫын тӑрӑшать, ҫывӑх вӑхӑтра 500 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Производство цехӗсем аталаннипе пӗрлех, кунта вӑй хуракансене лайӑх майсем туса пама тӑрӑшаҫҫӗ, шалу укҫине тӑтӑшах ӳстереҫҫӗ, халӗ рабочисем апатланмалли столовӑйне ҫӗклеҫҫӗ. 

Юлашки вӑхӑтра промышленноҫа кӳрекен патшалӑх пулӑшӗвӗ самай пысӑкланнӑ. Пӗлтӗр республикӑри предприятисене 7 миллиард ҫурӑ тенкӗ ытла уйӑрса панӑ. Машин тӑвакан тытӑм Чӑваш Енри, Мускаври тата Липецк облаҫӗнчи 20 ытла предприятине пӗрлештерет. Урӑх ҫӗршывсенчи компанисем кайнӑран, пирӗннисен ҫак майпа туллин усӑ курмаллине тепӗр хут палӑртрӗҫ канашлура. 

 

Ирина Николаева, Юрий Марков