Куславккара "Урбанкасы" ятпа архитектурӑпа урбанистика форумӗ иртрӗ

Тӗп ӗҫ-пуҫа хамӑр республикӑри тата ытти регионти специалистсем, влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем хутшӑнчӗҫ. 

Архитектурӑпа урбанистика форумне Куславккара ахальтен мар йӗркеленӗ. Ку хула виҫӗ регион - Чӑваш Ен, Тутарстан тата Марий Эл чиккинче вырнаҫнӑ. Ҫавна май вӗсен аталану ҫул-йӗрне палӑртасси - тӗп ыйтусенчен пӗри пулчӗ. Пӗлтӗр Куславккара 377 пин турист пулса курнӑ. Вӗсем хулана 284 миллион тенке яхӑн тупӑш кӳнӗ. Курма килнисен 40 проценчӗ - Тутарстан тӑрӑхӗнчи ҫынсем. 

Форума хутшӑнакансем ытти регионсенчи агломерацисен аталанӑвӗпе, малашнехи ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ. Пирӗн республикӑри муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем те калӑпӑшлӑ тӗллевӗсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. 

Республикӑра туристсене илӗртес енӗпе тимлеҫҫӗ. Ҫакӑн валли ҫӗнӗ объектсем хута яраҫҫӗ, пуррисене юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Красноармейски тӑрӑхӗнче те ку енӗпе нумай ӗҫ палӑртнӑ. 

Архитектурӑпа урбанистика форумӗ пуҫтарӑннисене пӗр-пӗрин паха опычӗпе паллашма, вӗсене малашне хӑйсен тӑрӑхӗнче пурнӑҫа кӗртме хистекен ӗҫлӗ лаптӑк. Ӑна ҫулсерен анлӑлатсах пырас тӗллевлӗ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров