Куславккара Анатолий Смолин сӑвӑҫа асӑнса пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ

Хӑй ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа чылай вӑхӑт иртнӗ пулин те хайлавӗсем ӗмӗр-ӗмӗр халӑх асӗнче, тӑван литературӑра пурӑнӗҫ. Поэта, куҫаруҫа, Раҫҫей писателӗсемпе журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн пайташне, Ҫемен Элкер, Геннадий Айхи, Трубина Мархви, Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ премисен лауреатне Анатолий Смолина асӑнса кашни ҫуркунне Куславкка тӑрӑхӗнче сӑвӑ илемлӗ вулакансен тупӑшӑвне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та хулари культура керменӗнче, шӑп та лӑп паллӑ ентешӗ ҫуралнӑ кун пухӑнчӗҫ куславккасемпе хӑнасем. 

Шӑнчас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ пулас сӑвӑҫра ҫырас пултарулӑхӗ ача чухнех тӗвӗленнӗ. 7-мӗш класчен шухӑшӗсене вырӑсла йӗркесенче палӑртнӑ пулсан, каярах чӑвашла хайлав хыҫҫӑн хайлав шӑрҫалама пуҫланӑ. Ӑмӑртура та сӑвӑсем икӗ чӗлхепе янӑрарӗҫ. 

"Сӑввисенче автор тӑван тавралӑх илемӗпе хавхаланни, пурнӑҫ панӑ ҫӗртен вӑй илни, чӑвашлӑхшӑн ҫунни палӑрать", - теҫҫӗ конкурса килнисем. Кӑҫалхипе 10-мӗш ҫул иртекен тупӑшӑва пӗр ҫул сиктерми хутшӑнакансем те пур. Шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ Лидия Белова, сӑмахран, 4-мӗш хутчен кунта. Кашнинчех малти вырӑна тухнӑ вӑл. 

Ӑмӑртмалла тенӗ пек ачасем те пур шкултан та килнӗ тупӑшӑва. Куснар шкулӗнче вӗренекен Екатерина Кладкова, сӑмахран, Смолин сӑввисене чуншӑн ҫывӑх пулнӑшӑн, ҫӑмӑллӑн вуланнӑшӑн кӑмӑллать.

Сцена ҫине тухса хӑйсене чӑн-чӑн артистла тытнисӗр пуҫне тӳресене ятарласа сӑвӑ темипе килӗшӳллӗ ҫи-пуҫ тӑхӑннипе те тӗлӗнтерчӗҫ ачасем. Ҫар ҫынни пек те, чӑвашла та тумланнӑ конкурса хутшӑнакансем. Ӑмӑртӑва килнисен пултарулӑхне хакланипе пӗрлех пухӑннисем тӑванне, юлташне, ентешне аса илчӗҫ. "Хӑй пирӗн хушӑра ҫук пулин те хайлавӗсемпе хавхаланса мал ӗмӗтлӗн пурӑнар", - палӑртрӗҫ ҫывӑх ҫыннисем. 

"Халӑх асӗнче пурӑнсан поэт ячӗ вилӗмсӗр", - терӗ уяв сумне, пӗлтерӗшне ҫулран-ҫул ӳстерсе пыракан ентешӗсене тав туса Анатолий Смолин ывӑлӗ те.

"Смолин вулавӗсен" ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе, асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарчӗҫ.

Алиса Александрова, Елена Егорова, Юрий Васильев