Куславкка тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене влаҫра тӑракансемпе сӳтсе яврӗҫ

Куславкка округӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ халӑхпа "Уҫӑ калаҫу" ирттерчӗ. Ҫакнашкал тӗлпулусем кашни муниципалитетрах иртӗҫ. 

Правительство ертӳҫи Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх, влаҫ тытӑмӗнче тӑракансем халӑх патне тухсан кӑна чӑн йывӑрлӑхсене уҫӑмлатма пулать. Тӗлпулӑва 250-а яхӑн ҫын пухӑнчӗ. Калаҫӑва вице-премьер, ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев йӗркелесе пычӗ. Куславккасене ҫулсене юсасси, чарӑнусем, тротуарсем, ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тӑвасси кӑсӑклантарчӗ. 

Ҫавӑн пекех тӗлпулура «Пулӑшу десанчӗн» лапамӗнче пӗр чӳрече меслечӗпе темиҫе ведомство специалисчӗ йышӑнчӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен, вӗсен ҫемйисен канашламалли яланах пур. Йышӑнӑва килнисем ҫӑмӑллӑх пирки ыйтса пӗлме, медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма е психологпа калаҫса чуна уҫма пултарчӗҫ. 

Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен служба та ветерансене ҫирӗп тӗрев парать. Кунтах тӗрлӗ пӗрлешӳ сӗнекен вакансисемпе паллашма май пулчӗ. Ҫийӗнчех татса пама пултарайман ыйтусене шута илсе каярах хурав пама шантарчӗҫ специалистсем. 

 

Алиса Александрова, Юрий Марков