Республика Пуҫлӑхӗ Куславккара пулнӑ май, малтанах тыл ветеранӗсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланчӗ. Антонинӑпа Нина Лебедевасем - пӗртӑвансем. Антонина Ильинична ҫак кунсенче пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унӑн йӑмӑкӗ те 98 ҫулта. Олег Алексеевич ветерансене ӑшшӑн саламларӗ.
Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑшӑн, вӑл шутра Сӑр хӳтӗлев чиккине тума хутшӑннӑшан регион ертӳҫи тыл ветеранӗсене "Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул" медальсемпе чысларӗ. Антонина Ильинична ачаллах ӗҫе кӳлӗннӗ. Фронта тухса кайнӑ арҫынсем вырӑнӗнче колхозра вӑй хунӑ. Чылай вӑхӑт хӑмла ҫитӗнтернӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ.
Олег Николаев ҫавӑн пекех Куславккари плазмӑпа тата лазерпа касакан станоксем туса кӑларакан пӗрлешӳн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Кунти продукци ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ. Малашне цехсене пысӑклатса кӑларакан станоксен шутне ӳстерес тӗллевӗ. Ҫавна май хушма 30 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелемелле. Вӑл шутра ҫамрӑк специалистсене те кӗтеҫҫӗ.
Строительствӑпа Вӗренӳ министерствисем пулӑшнипе предприятире вӗренӳ центрӗ уҫма палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑ ӑста кадрсене хатӗрлеме пулӑшӗ.
Тӗп канашлу вара культура керменӗнче иртрӗ. Республикӑн 2030-мӗш ҫулчченхи аталану программипе килӗшӳллӗн, Куславкка тӑрӑхӗнче 2 миллиард ытла тенкӗлӗх 32 инвестици тата 6 миллиард тенкӗлӗх 81 инфратытӑм проекчӗсене пурнӑҫа кӗртмелле. Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тума хутшӑннисен асӑну комплексӗнчи парка аталантарассине те тимлӗх уйӑрмалла.
Ҫӗнӗ экспозицие ҫар техникипе пуянлатмалла. Республикӑри 10 округри пекех Куславкка тӑрӑхӗнче туризм ыйтӑвӗсемпе ытларах ӗҫлемелле. Ҫакӑн валли 850 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. 2027-мӗш ҫулччен кунта пӑрахутсем чарӑнмалли вырӑн тума, ун таврашне хӑтлӑлатма палӑртнӑ. Ӗҫе кӑҫал пикенмелле. Иртнӗ 5 ҫулти тӗп кӑтартусемпе Куславкка муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Людков паллаштарчӗ. Ҫак тапхӑрта ҫӗнӗ ҫулсем сарнӑ, ача сачӗ, шкул уҫнӑ, фельдшерпа акушер пункчӗсем хута янӑ, вӗренӳпе спорт, сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсене юсаса ҫӗнетнӗ тата ытти те. Тӗл пулӑва пӗтӗмлетнӗ май, Олег Николаев куславккасен тухӑҫлӑ аталанмалли пӗтӗм май пуррине каларӗ.
Оксана Верликова, Юрий Марков