Куславкка районӗнче харӑсах темиҫе шкулта герой парттисене уҫрӗҫ 

Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсен Мускаври "Сыны отечества" пӗрлешӳ хастарӗсем республикӑри ҫамрӑксемпе тата ытларах патриотла ӗҫ-пуҫ ирттерме пуҫлӗҫ. Иртнӗ кунсенче вӗсем Куславкка районӗнчи 5 шкулта пулчӗҫ. 

Федот Орлов ячӗпе хисепленекен Энтри-Пасар шкулӗнче кун чухлӗ ҫар ҫыннине юлашки хут хӑҫан кӗтсе илнине ас тумаҫҫӗ тесен те юрать. Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан сумлӑ офицерсемпе пӗрле тӗрлӗ ҫар ветеранӗсен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен хастарӗсем, Раҫҫей геройӗ тата шырав юхӑмӗнче тӑрӑшакансем асра юлмалӑх яла герой партти уҫма килнӗ. Ҫак пулӑм уйрӑмах кунта вӗренекенсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗренӳ сӗтелне кам ячӗпе уҫасси никама та иккӗлентермен. Энтри-Пасар хыҫҫӑн офицерсемпе ҫар ветеранӗсем районти Елчӗк ялне тата Куславккари 2-мӗшпе 3-мӗш шкулсене ҫитрӗҫ. Черетлӗ партӑна Александр Тухланов герой ячӗпе уҫрӗҫ. Унтан мухтавлӑ салтаксем Тӗрлемесри шкулта ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ виҫӗ Совет союзӗн геройӗ ячӗпе парта уҫрӗҫ. Вӗсем: ҫак хисеплӗ ята тивӗҫнӗ пӗрремӗш чӑваш Сергей Бутяков, Мидхат Салихов тата Василий Харитонов. Сӑмах май, Куславкка районӗнчен "Совет союзӗн геройӗ" ята 8 ҫын тивӗҫнӗ. Паттӑр ентешӗсен ырӑ та мухтавлӑ сӑнӗсене курса ҫитӗнекен ӑру хӑйне чӑн-чӑн ҫӗнтерӳҫӗсен Аслӑ ҫӗршывӗнче ӳснине туять.


Алексей Енейкин, Виктор Степанов