Кунта ҫӳрекенсем хӑйсене лайӑхрах туйма пуҫлаҫҫӗ

Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрти сывлӑх енчен хавшак ҫынсен реабилитаци уйрӑмӗнче виҫӗ ҫул каялла демонстраци лаптӑкне уҫнӑ. Ҫак вӑхӑт хушшинче кунта кӳрекен ҫӑмӑллӑхсемпе чылай ҫын усӑ курма ӗлкӗрнӗ.

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче 4 пин те 500 ытла инвалид пурӑнать. Вӗсенчен 150-шӗ - ачасем. Сывлӑх енчен хавшак ҫынсен реабилитаци уйрӑмӗнче ӗҫлекен демонстраци лаптӑкӗн тӗп тӗллевӗ - шӑпах сусӑрсен тата вӗсене пӑхакан ҫынсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатма пулӑшасси. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Людмила Щербакова центра чылай вӑхӑт ҫӳрет. Вӑл ачаранпах инвалид, аллисем япӑх ӗҫленипе нушаланать. Кунта йӗркелекен занятисене ҫӳреме пуҫланӑранпа хӑйне самай лайӑхрах туйнине палӑртать. Пушӑ вӑхӑтра Людмила ӳкерме, тӗрлеме юратать. Халӗ ку ӗҫсем ӑна савӑнӑҫ ҫеҫ кӳреҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех демонстраци лаптӑкӗнче сывлӑх енчен хавшак ҫынсене пӑхакансем валли уйӑхне икӗ хутччен вӗренӳ йӗркелеҫҫӗ. Ҫулталӑкне унта 50 ытла ҫын хутшӑнать. Вӗренӳ вӑхӑтӗнче сусӑр ҫынна мӗнле  пулӑшу кӳмеллине, мӗнле хатӗрсемпе усӑ курмаллине ӑнлантарса, кӑтартса параҫҫӗ. Унта инвалидсен тӑванӗсем, социаллӑ ӗҫченсем ҫӳреҫҫӗ. Елена Косаткина сусӑр ачине пӑхать. Вӗренӳсене ҫӳреме пуҫланӑранпа хӑйне валли нумай усӑллӑ япала, малтан пӗлменнине ӑша хывнине палӑртрӗ вӑл. Реабилитаци валли кирлӗ техникӑна вӑхӑтлӑх килсенче усӑ курма параҫҫӗ кунта. Ҫакӑ та чылай ҫӑмӑллӑх кӳнине палӑртрӗҫ центра ҫӳрекенсем.

Центрта мобиллӗ бригада та ӗҫлет. Ҫулталӑкне вӗсен пулӑшӑвӗпе 30 ытла ҫын усӑ курать. Вӗсем тухса ҫӳреймен ҫынсем патне ҫитсе занятисем йӗркелеҫҫӗ, вӗсене мӗнле пӑхмаллине ӑнлантараҫҫӗ.

Оксана Верликова, Виктор Степанов