Ача-пӑча ӳнер шкулне тӗпрен ҫӗнетме федераци тата республика бюджечӗсенчен 11 миллион ытла тенкӗ тӑккаланӑ. Ӗҫсене "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ. Кунта 1995-мӗш ҫултанпа юсав пӗрре те пулман. Кӑҫал вара шкулта электротытӑмран пуҫласа урайпа стенасем таран йӑлтах улӑштарнӑ. Учреждени сӑн-сапачӗ палӑрмаллах улшӑннӑ. Халӗ пӳлӗмсем ҫутӑ та хӑтлӑ, классенче хальхи йышши технологипе килӗшсе тӑракан хатӗрсем вырнаҫтарнӑ. Коридорти стенасем ҫинче ачасен ӗҫӗсем куҫа илӗртеҫҫӗ. Элли Юрьев ячӗллӗ ӳнер шкулӗнче 400-е яхӑн ача вӗренет. Вӑл икӗ сменӑпа ӗҫлет. Ӑста педагогсем ачасене ӳкерме, тӗрлеме, ал ӗҫӗ, скульптура тума тата ытти нумай пултарулӑха вӗрентеҫҫӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов