Кунне пин ҫурӑ апат-ҫимӗҫ хутаҫӗ хатӗрлеҫҫӗ

Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев волонтерсен ӗҫӗпе паллашрӗ.

Волонтерсен "Эпир пӗрле!" девизӗ ҫак кунсенче нумайӑшне  пӗрлештерчӗ. Раҫҫей халӑх фрончӗн республикӑри уйрӑмӗ тӑрӑшнипе Ял хуҫалӑх университечӗн волонтерӗсем Апат-ҫимӗҫ фондӗнче куллен кирлӗ таварсене хутаҫлаҫҫӗ. Вӗсене вара йывӑр лару-тӑрӑва лекнисем патне ҫитереҫҫӗ.   Ырӑ ӗҫ тӑвакансем патӗнче Олег Николаев пулса курчӗ.   


Леонид Петров, Владимир Синдеев.