Кулленхи пурнӑҫа ҫӑмӑллатакансем

Республикӑра социаллӑ тытӑмра тӑрӑшакансене чысларӗҫ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫре чылайранпа ырми-канми вӑй хуракансене Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче пуҫтарчӗҫ.

Чӑваш Енре халӗ халӑха социаллӑ пулӑшу паракан тытӑмра 39 организаци ӗҫлет. Вӗсенче тӑрӑшакан 6 пине яхӑн специалист 180 пин ҫынна тӗрлӗрен пулӑшу парать. Халӑха кӳрекен ҫӑмӑллӑх майӗсем республикӑра ҫулсерен анлӑланса пыраҫҫӗ. Патшалӑхӑн тӗллевлӗ программисене тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫа кӗртсе ветерансене, нумай ачаллӑ тата йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесене, ӗҫсӗр юлнисене пулӑшаҫҫӗ. Социаллӑ тытӑмра ӗҫлекенсем хӑйсем те халӑх пурнӑҫне ҫӑмӑллатмалли проектсем шутласа кӑлараҫҫӗ. Вӗсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртсе патшалӑхӑн социаллӑ политикине палӑртаҫҫӗ. Пулӑшу кӗтекен ҫынна алӑ парса чӑннипех те сӑваплӑ ӗҫ тӑвакансене Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев тав турӗ. 

 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов