18-ти Анастасия Ивановӑшӑн ҫак кун - чи телейлисенчен пӗри. "Пӗчӗк чухнех хамӑн хваттер пирки ӗмӗтленнӗ. Ӑна мӗнле хӑтлӑх кӳресси ялан куҫ умӗнче пулнӑ", - терӗ хӗр. Геннадий Айхи проспектӗнчи 12-мӗш ҫурта палӑртнӑ вӑхӑтран маларах хута янӑ. Кунти ҫӗнӗ хваттерсен уҫҫисене 23 ҫамрӑк тивӗҫрӗ.
Хваттерсенче чи кирли йӑлтах пур: сантехника, плита, стенасене обой ҫыпӑҫтарнӑ. Сӗтел-пукан лартса пурӑнма куҫмалли ҫеҫ юлать. Тӑлӑхсене тата ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнӑ ҫамрӑксене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерес тӗлӗшпе республикӑра малашне те ҫине тӑрса ӗҫлӗҫ.
Пӗлтӗр 217 тӑлӑха пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал вара 457 ҫынна хваттер памалла. Ҫак тӗллевпе пӗр миллиард та 400 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.
Диана Сафонова, Игорь Ульянов








