Сергей Андреев Йӗпреҫ тӑрӗхӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнчен. Ача чухнех вӑл ҫар ҫынни пулма, ҫавна май Суворов ячӗллӗ ҫар училищине кӗме ӗмӗтленнӗ. Анчах куҫӗ тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑхсем пулнипе комисси тӗрӗслевӗ витӗр тухайман. Пӗчӗклех ҫут ҫанталӑка юратса тавралӑхри илеме пир ҫине куҫарма кӑмӑлланӑскер ӳнерпе графика факультетне ҫул тытнӑ.
Мӑшӑрӗ Ольга каласа кӑтартнӑ тӑрӑх ӳнерҫӗ ҫынсене сӑнама юратнӑ. Студент чухне яла кайма тухса автовокзалта ларнӑ хушӑра та иртен-ҫӳрене, автобус кӗтекенсене ӳкернӗ. Сӑпайлӑ пулнӑран хӑйӗн картинисене никама та кӑтартман. Ӗҫлессе вара шкулта хӑйӗн профессийӗпех ӗҫленӗ. Пушӑ вӑхӑтра алла киҫтӗк тытнӑ. Фронтра та юлташӗсене час-часах ӳкернӗ. Хутпа кӑранташӗ ал айӗнчех пулнӑ. Хӑйне темшӗн "художник" теме хӑяймасӑр "Маляр" позывнойпа ҫӳренӗ. Сергей Андреев мотострелоксен взвод командирӗ пулнӑ. Хирӗҫтӑрава кӗрсе Донецк облаҫӗнчи Новомихайловка, Харьков облаҫӗнчи Глубокое ялсене тӑшманран тасатма хутшӑннӑ. Ача чухне ҫар ҫынни пулас ӗмӗтне пурпӗр пурнӑҫланӑ. Ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе тата "Хастарлӑхшӑн" медальпе чысланӑ. Курав уҫӑлнӑ кун аслӑ шкулта пухӑннисем пӗлӗшне, тӑванне ӑшӑ туйӑмсемпе аса илчӗҫ.
Чунри туйӑмӗсене Сергей Андреев пир ҫине куҫарнӑ. Юратупа, ӑшӑлӑхпа, чӑнлӑхпа тулнӑ ӗҫӗсене вара ҫын ҫине кӑларма хӑюлӑх ҫитереймен. Ӳнерҫӗ хыпарсӑр ҫухалсан мӑшӑрӗ Ольга малтан Ҫирӗклӗ ялӗнче курав йӗркеленӗ, унтан художник професси илнӗ аслӑ шкулта. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин сӑнарӗ ҫывӑх ҫыннисен асӗнче яланлӑха ҫырӑнса юлӗ.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов