Ку кил-ҫуртра хӑнасене яланах кӗтеҫҫӗ

Асфальт ҫук пулсан ялти туризма мӗнле аталантармалла? Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Нарат Чаккинче чӑвашлӑхпа паллаштаракан хӑйнеевӗрлӗ музей пур, анчах та йӗпе-сапара унта кӗрсе тухаймӑн. Ҫав вӑхӑтрах наци йӑли-йӗркипе паллашас текенсем чикӗ леш енчен те килеҫҫӗ. "Кил, ӑҫта пурне те кӗтеҫҫӗ" - ҫапла ят панӑ Людмила Данькова хӑйӗн чун киленӗҫне. Ӑна пуҫарса янӑранпа нумаях пулмасть 15 ҫул ҫитрӗ. 

Хӑнасене кӗтсе илме Людмила Данькова тӗплӗн хатӗрленнӗ. Хӑй йӗркеленӗ музей комплексне тирпей-илемре тытма тӑрӑшать вӑл. Мӗн кӑна ҫук кунта! Ҫак пӳлӗмре, тӗслӗхрен, аваллӑхпа паллашма пулать. Чылай кӑсӑклӑ япала тупма пултарнӑ Людмила Геннадьевна. Пуринчен ытларах император сӗтелӗпе мӑнаҫланать. Ӑна 1860-мӗш ҫулта ку тӑрӑхри Матвеевский маҫтӑр ӑсталанӑ. 

Ӗлӗкхи япаласене иккӗмӗш пурнӑҫ парнелесси вырӑнти культура ҫуртӗнчен пуҫланнӑ. Людмила Геннадьевна унта 82-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. 2000-мӗш ҫулсенче аваллӑх кӗтесӗ йӗркелесе янӑ. Экспонатсем питех пулман: сӗтелпе пукан, сӑпка тата сӑмавар. Мӗн шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме клубра вырӑн сахал пулнипе килӗнче музей йӗркелес тенӗ. Асламӑшӗнчен куҫнӑ йывӑҫ ҫурт ахалех ларнӑ. 

Ҫапла Людмила Данькова хӑнасене чӑваш йӑли-йӗркипе паллаштарма тытӑннӑ. Экспонатсем, тӗпрен илсен, асламӑшӗнчен юлнӑ япаласем. Аваллӑх манӑҫа тухса пыни ӑна пӑшӑрхантарать. Ҫавӑнпа та кивелнӗ хатӗрсене иккӗмӗш пурнӑҫ парнелесси хӑйӗн тӗллевӗ тесе шутлать. Ҫамрӑксем чылай ҫӗнӗлӗх пӗлеҫҫӗ кунта, аслӑраххисем вара иртнине аса илеҫҫӗ. 

Чӑн та, Людмила Данькована хӑшӗ-пӗри ӑнланмасть: мӗн пулни иртнӗ, теҫҫӗ. Ҫавах та аваллӑхпа кӑсӑланакансем нумайрах. Чикӗ леш енче те вӗсем сахал мар. Ҫавӑнпа пӗлтерӳ хӑмисене те виҫӗ чӗлхепе хатӗрленӗ. Хуҫине тав туса хӑнасем ятарлӑ кӗнекере чылай ырӑ сӑмах ҫырса хӑварнӑ: французла, нимӗҫле, арабла ҫырни те пур. Ун тӑрӑх тӗнче географине тӗпчеме пулать. Чи кӑсӑкли экскурси ирттернӗшӗн, мунча хутса кӗртнӗшӗн, техӗмлӗ апатпа сӑйланӑшӑн укҫа ыйтмасть тараватлӑ кил хуҫи. 

Тӳлевсӗр пулсан та чылайӑшӗ ялти музей таран ҫул хывма шикленет. Темиҫе ҫул каялла туризм эксперчӗсем экспедиципе ку тӑрӑхри Вӑрман Пилемӗчре пулнӑ. Людмила Данькова вӗсене хӑй патне те чӗннӗ. Анчах та асфальт пулманнипе Нарат Чакки ялне кӗме хӑйман вӗсем. Ҫулпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва халӗ те татса параймаҫҫӗ. Асфальт сарасси пирки нумай ҫул калаҫаҫҫӗ пулсан та. Ҫавӑншӑнах ҫулҫӳревҫӗсем йӗпе-сапара музея ҫитеймеҫҫӗ. Туристсене вара ҫулталӗкӗпех кӗтсе илме хатӗр Людмила Данькова. Вырӑнти влаҫсем шантарнӑ тӑрӑх, ялта асфальт пуласса сахалтан та икӗ ҫул кӗтмелле. Унччен музей кӑсӑклӑ япаласемпе татах та пуянланасса шанас килет. Кил хуҫи вара курав пӳлӗмӗ йӗркелеме ӗмӗтленет. Ҫакна валли картинӑсем те, сӑнӳкерчӗксем те ҫителӗклӗ. 

 

Вероника Павлова, Диана Иванова, Димитрий Макаров, Вадим Владимиров