Красноармейски тӑрӑхӗнчи ҫемье пурӑнмалли майсене лайӑхлатма патшалӑхран ятарлӑ сертификат тивӗҫнӗ

Чӑваш Енре 6 е ытларах ачаллӑ пур ҫемьене те патшалӑх пулӑшнипе ҫуртпа тивӗҫтернӗ. Кунта пурӑнмалли майсене лайӑхлатассипе черетре тӑракансем пирки сӑмах пырать. Кӑҫал 5 ачаллисене тимлӗх. 157 кил-йышӑн ҫурт ыйтӑвне татса пама планланӑ.

Ку тӗллевпе 830 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи Антоновсем нумай пулмасть ятарлӑ сертификата илнисен йышӗнче. 5 ывӑлпа-хӗр ҫитӗнтерекен мӑшӑр ҫак тӗревпе мӗнле усӑ курасшӑн - Ирина Николаева каласа кӑтартать.

Ларисӑпа Юрий Антоновсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа кӗҫех 26 ҫул ҫитет. Иккӗшӗ те Тусай ялӗнчен пулин те, пӗр-пӗринпе ҫитӗнсен кӑна паллашнӑ. 7 ҫул кӗҫӗнрех хӗре хӑйӗнчен вӗҫертес темен ҫамрӑк чух Юрий Николаевич. Килӗштерсе пӗрлешнӗ мӑшӑр пысӑк та туслӑ кил-йыш чӑмӑртанӑ - 3 ывӑлпа 2 хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ.

Аслӑ ывӑлӗпе хӗрӗ пӗлӳ илсе ӗҫе вырнаҫнӑ: пӗри "Газпромтрансгазӑн" Красноармейскинчи филиалӗнче вӑй хурать, тепри - Шупашкарта медицина сестринче тӑрӑшать. Вӑтамми - Эвелина - Упи шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренет. Пулас профессине хальхи технологисемпе ҫыхӑнтарасшӑн. Арсений 3-мӗш класра ӑс пухать, врач пулма ӗмӗтленет. Чи кӗҫӗнни - Ярослав вара хальлӗхе сатике ҫӳрет, кӗркунне - вӑл та парта хушшине ларать. Ачасем вӗренӳре аван ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, ҫавӑн пекех кил-хуҫалӑх тытса пыма пулӑшаҫҫӗ.  Пурнӑҫра вӗсем ура ҫинче ҫирӗп тӑма пултарччӗр тесе тӑрӑшать ашшӗ-амӑшӗ.

Шалтан пӳрчӗ тӑвӑр, урамаран пӑхсан - 2 хутлӑ капмар ҫурт. Ҫемье ашшӗн тӗп килӗнче пурӑнать. Ялти пӗрремӗш кирпӗч ҫурт пулнӑ, тет Юрий Николаевич. Ӑна туса лартни те 60 ҫула ҫывхарать. Кил-ҫурта Антоновсем пӗчӗккӗн хӑйсен вӑйӗпе ҫӗнетсе пысӑклатаҫҫӗ. Выльӑх усраса нумай ӗҫ тунӑ, картиш тулли ӗне-вӑкӑр тытаҫҫӗ. Ача амӑшӗн капиталне те кунтах янӑ. Ҫавах та туса пӗтермелли тата чылай. Мӑшӑр Тусай ял хуҫалӑх артелӗнче вӑй хурать. Лариса Ивановна - рабочи, Юрий Николаевич вара трактористран пуҫласа ертӳҫӗ тивӗҫӗ таранах пурнӑҫлать.

Пысӑк ҫемье 2017-мӗш ҫултанпа пурӑнмалли майсене лайӑхлатмаллисен черетӗнче тӑнӑ. Кӑҫал Антоновсем республикӑра чи малтисенчен ятарлӑ сертификата тивӗҫнӗ. Ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама  патшалӑх  вӗсене  4 миллион та 800 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Ирина Николаева, Игорь Ульянов